Тĕрлĕ сăлтавпа паспорт ылмаштарма вăхăт çитнĕ, мĕн тумалла? Паллах, документа пĕрремĕш хут ăçта илнĕ, çавăнта – миграци службине – çул тытмалла. Патшалăх пошлинине тÿлетĕн те çĕнĕ паспортлă пулатăн.
Анчах ăна вăхăтра улăштармарăн-тăк, укçуна ытларах кăларса хума тивет – штраф тÿлеттереççĕ. Уравăшри А.Иванова вара çак йĕрке пачах кăмăла кайман, тăкакланас килмен унăн. Çапах та мĕн тумалла-ха: кивĕ паспорчĕпе çÿреме юрамасть, çĕннине илме штрафĕ пуçа хыçтарать.
Çăмăл, анчах ултавлă çулпа кайма шутланă арçын. Пĕр кун тытнă та районти полици пайне çитсе кĕнĕ. Пĕлтĕрхи июлĕн 3-мĕшĕнче пулнă ку ĕç. «Манне поездра сумкăна вăрларĕç. Унта паспорт, 2 пин тенкĕ тата вăл-ку япаласем пулнă», – евитленĕ вăл. Йĕрки çапла: преступлени çинчен пĕлтернине йышăннă дежурнăй заявление тÿрех шут кĕнекинче регистрациленĕ.
Мĕн çырнă-ха А.Иванов заявленире? Хут чăтать тенĕ пуль, хăй шутласа кăларнине юмахланă кăна. «Июнĕн 26-мĕшĕнче «Мускав–Шупашкар» поездпа, виççĕмĕш вакунра, киле таврăнтăм. Юнашар икĕ арçын ларса пыратчĕç. Тахăш вăхăтра эпĕ çывăрса кайнă. Вăрантăм та – хайхи арçынсем çук, манăн сумка та «ураланнă», – тенĕ вăл. Заявление йышăннă чух дежурнăй ăна преступлени çинчен суйса пĕлтерме юраманнине те асăрхаттарнă, çакăншăн явап тытма тивнине те каланă. Лешĕ вара çакна ăнланатăп, пĕтĕмпех тĕрĕс тесе алă пуснă.
Анчах унăн ĕнентерÿллĕ сăмахĕсем шăпах суя пулнă икккен. Полици ĕçченĕсем ирттернĕ тĕрĕслев те çакна кăтартнă. Чăваш енри транспорт çинчи линейнăй пай даннăйĕсемпе те, Чулхула чукун çул агентствин тата «Розыск–Магистраль» ресурсăн информацийĕ тăрăх та Уравăшри А.Иванов асăннă тапхăрта нимле транспорт çине те билетсем туянман. Апла-тăк ăна поездра çаратма пултарайман. Кайран, йĕрке хуралçисем ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарсан, айăпне хăй те йышăннă арçын. Шраф тÿлемесĕрех çĕнĕ паспорт илесшĕн пулнине текех пытарман.
Суя пĕлтерÿшĕн айăпласа Вăрнар район сучĕ А.Иванова обязательнăй майпа 240 сехет ĕçлеттерме йышăннă. Кунсăр пуçне район прокурорĕ гражданла тавăçпа та тухнă. Йĕрке хуралçисем ытти, чăннипех пулнă, киревсĕр ĕçсемпе тимлес вырăнне суя евите тĕрĕслесе вăхăта уссăр пĕтернĕ-çке. Тата укçа-тенкĕ тăкакĕсене те курнă. Çавăнпа та суд прокурор тавăçне тивĕçтернĕ: Шалти ĕçсен республикăри министерствин тăкакĕсене саплаштарма А.Ивановран 5706 тенкĕ те 34 пус шыраса илмелле, тенĕ.
Д.МИХАЙЛОВ,
полицин «Вурнарский» пайĕн следстви уйрăмĕн аслă следователĕ юстици майорĕ.