Пуканкассипе Ярмушка ялěнчи клубсенче пухусем иртрěҫ.

Пуканкассипе Ярмушка ялěнчи клубсенче пухусем иртрěҫ.

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Ярмушка ял тăрăхĕнчи Пуканкасси ялěнчи клубра 10 сехетре, Ярмушка ялěнчи культура ҫуртěнче 13 сехетре, 2019 –мĕш ҫулта мĕнле ĕҫлесе пыни ҫинчен Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Леонид Михайлович Слонов отчет туса пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл иртнĕ ҫулта мĕнле ĕҫлесе пыни, кăҫалхи ҫул мĕнле ĕҫсем туса иртермелли ҫинчен тĕплĕн паллаштарчĕ. Ял ҫыннисене хумхантаракан ыйтусем ҫинче чарăнса тăчĕ.

2019-мěш ҫулта ял тӑрӑхěнче 24 ҫын вилнě, 3 ача ҫуралнӑ. Ялта пурӑнакансен йышě ҫулран-ҫул чакса пырать.

Ярмушка ял поселенинче 870 хуҫалӑх, вěсенчен 357 хуҫалӑх дачниксем, 513 хуҫалӑх ялта пурӑнакансен хуҫалӑхě. Иртнě ҫул инициативлӑ бюджетировани программӑпа Авшак Эльмен ялěнче Луговой урама 1000 м., Мӑн Эльмен ялěнче 505 м. ҫул сарнӑ. Район бюджетěнчен укҫа уйӑрнипе Авшак Эльмен ялě Авшак Эльмен ялěнче Садовой урама тата 760 м. ҫул сарнӑ.

Ялсенче троица умěн те хыҫҫӑн та масар ҫинче субботниксем туса хӑрнӑ йывӑҫсене, хыт-хурана пуҫтарнӑ. Масар тавра тимěр сеткӑран карта тытнӑ. Ку ěҫе ял халӑхěпе пěрле вырӑнти депутатсем, старостӑсем хастар хутшӑнннӑ.

2020-мěш ҫӯлта Кушар-Юнтапа ялěнче 1100 м ҫул сарма, Ярмушкапа Пуканкасси ялěнче пурӑнакансем масар тавра тимěр сеткӑран карта тытса ҫаврӑнма инициативлӑ бюджетировани программӑна кěнě. Ярмушкари Шкул урамне 215 м. ҫул сарма, Ярмушкари салтак-палӑк, пограничниксен, моряксен асӑну юписем умне чулран ҫул сарма депутатсен канашлӑвěнче укҫа пӑхса хӑварнӑ.

Мария Никитична Павловӑна, ěҫпе тыл ветеранне медаль ҫакса чысларě. Вӑрӑм кун-ҫул, сывлӑх сунчě.

Вăрнар район администрацин пуҫлăхĕ, Леонид Григорьевич Николаев 2019-мĕш ҫулта районта туса ирттернĕ, 2020-мĕш ҫулта тумалли ĕҫсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Районти предприятисен ҫитĕнĕвĕсемпе, вĕсен ĕҫĕсем ҫинчен асăнчĕ.

Ěҫпе вӑрҫӑ ветеранне, Виктор Анисимович Анисимова, тылпа ěҫ ветеранне, Валентна Ивановна Васильевӑна нимěҫ фашисчěсене ҫапса аркатнӑранпа 75 ҫул ҫитнě ятпа медаль ҫакса чысларě, саламларě, вӑрӑм кун-ҫул сунчě.

Вăрнар районĕнчи пушар чаҫĕн ертўҫин ҫумě, Вениамин Владимирович Ручков 2019-мĕш ҫулта тухнă пушарсен сăлтавĕсене асăнчĕ. Нумайчухҫулăмалхасниҫынсенайăпĕпетухнинепалӑртрě. Ярмушка ял тӑрӑхěнче 2019-мěш ҫулта вут-кӑвар алхасман. Пухура Ярмушка ял тăрăхĕнчи пушар хуралне пуш уйӑхěнчен Федераци пушар хуралĕ ҫине куҫарасси пирки, хурал ěҫченěсен ěҫ графикěпе паллаштарчĕ.

Андрей Николаевич Сорокин Межмуниципальный отдел МВД России «Вурнарский» полици пуҫлӑхěн ҫумě, иртнě ҫулта районта, Ярмушка ял тӑрӑхěнче пулнӑ преступленисемпе паллаштарчě. Айӑпа кěнисене администрацине ěҫлесе юсанма янине, вěсене ěҫпе тивěҫтернине, дисциплинӑна пӑсассинчен асӑрхаттарсах тӑнине пěлтерчě. Суя СМС ҫырусене хуравлама юраманнине, телефонпа килнě шӑнкӑравěсем пулсан, укҫа картин номерěсене пěлтерме юраманнине те асӑрхаттарчě.

Вырӑнти уполномоченнӑй полици уйрӑмěн пуҫлӑхě, полици майорě, Сергей Анатольевич Иванов, вырӑнти уполномоченнӑй полици уйрӑмěн аслӑ ертӯҫи, полици майорě, Руслан Рашидович Гафуров пухӑва пынисене районти, администраци тӑрӑхěнче пулса иртнě саккуна пӑснӑ ěҫсемпе паллаштарчěҫ. Сакуна пӑхӑнса пурӑнмаллине асӑрхаттарчěҫ.

Андрей Николаевич Иванов Вӑрнар районěнчи пенси уйрӑмěн пуҫлӑхě, 2020-мěш ҫулта электронлӑ ěҫ кěнекесене ҫырма пуҫланин ҫěнěллěхпе паллаштарчě.

Пуху вĕҫленнĕ хыҫҫăн «Хаваслă культработниксем» Ярмушкари культура ҫуртěнче, пухӑва пуҫтарӑннӑ ҫынсене, илемлĕ концерт программипе савăнтарчĕҫ.

Ермошкинское сельское поселение Вурнарского района