Республикăри чи лайăх урок

Компьютер генийĕ – шăпах çапла каламалла Пăртасри вăтам шкулта тимлекен Александр Николаевич Никитин педагог пирки.

Çак сумлă ята Александр Николаевич республика шайĕнче те тивĕçлипе çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ йĕркеленĕ «Çĕнĕ самана шкулĕнчи математика, физика тата астрономи урокĕсем» методика фестивалĕнче унăн хушма пĕлÿ урокне чи лайăххи тесе палăртнă.

Сумлă хаклава пултаруллă педагог çивĕч ăс-тăнĕпе, анлă тавракурăмĕпе тивĕçнĕ. Уçă уроксене конкурсантсем Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăтри вăтам шкулта панă. Ăсталăх, пĕлĕве тарăнлатни кирлех çав. Çак енсем пурри Александр Николаевича питех пулăшнă. Жюри умне тухиччен унăн асăннă шкулти информатика класĕнчи компьютерсемпе самаях тар тăкма тивнĕ: вĕсене вăл сетьпе, урăхла каласан пĕр-пĕринпе, çыхăнтарнă, кирлĕ программăна вырнаçтарнă... Ку шкулти педагог-хĕрарăм савăнса: «Эп кун пек учителе кĕтнĕ!» – тени хăех мĕн тери пысăк хаклава çирĕплетет.

Александр Николаевич Никитин ачасемшĕн те паянхи пурнăçра кирлĕ урок ирттернĕ. «3D-моделировани» программăпа вăл палăртнă объекта пуçтарма вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра нумай мультфильма, ытти сюжетсене çак технологипе ÿкернĕрен, вĕренекенсем пирĕн ентеш-педагогăн кашни сăмахне ăша хывас тесе ларнă. Çакă ĕнтĕ вăл – пысăк ăсталăх кăтартăвĕ. Ку урокшăн Пăртас шкулĕн учителĕ I степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.

Александр Никитин Пăртас ачисене физикăпа тата информатикăпа тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне Шĕнер Ишек шкулĕнче те информатика урокĕсене ирттерет, çавăн пекех Кульцав ачисене компьютер тĕнчипе туслаштарать. Педагогикăри ĕç стажĕ – 13 çул. Вăл – аслă квалификациллĕ вĕрентекен. Урокĕсене, класс тулашĕнчи мероприятисене компьютер технологийĕн аталанăвĕнчен юлмасăр ирттерни ачасене хăй тавра пуçтарма пулăшать те.

Александр Николаевич Никитин професси ăсталăхĕн «Çулталăкри чи лайăх учитель» конкурсĕн районти тапхăрне те хастар хутшăннă. Ун йĕркипе иртнĕ уçă занятире вăл Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсене «3D-моделировани» программăпах темиçе объект пухма вĕрентнĕ. Ку тупăшура Пăртас шкулĕн информатикĕ лауреат ятне илнĕ.

– Çакнашкал конкурссене хутшăнмаллах. Вĕсем профессири ăсталăха çирĕплетме, аталанма, ÿсме пулăшаççĕ. Çакă вĕрентекеншĕн çеç мар, ачасемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, – терĕ Александр Николаевич.

Александр Николаевич Никитин Вăрнарта çуралса ÿснĕ. Сăмах май, унăн йăмăкĕ те, Зинаида Николаевна, физика учителĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.