«Сенкер инçет» олимпиада иртрĕ.

Фото«Сенкер инçет» олимпиада иртрĕ.
Автор: Егорова И.М.

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ чăваш чĕлхипе литературине, халăх историйĕпе культурине кăмăллакан шкул ачисем валли «Сенкер инçет» («Голубой горизонт») олимпиадăн черетлĕ ăмăртăвне ирттерчĕ. Олимпиадăна 8, 9, 10, 11 класра вĕренекен 350 ача хутшăнчĕ. Вĕренекенсен уйăрса панă вăхăтра олимпиада ыйтăвĕсене хуравламалла пулчĕ.

Асăннă ăмăрту 2020-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче малалла тăсăлчĕ. Пĕрремĕш тапхăрта пысăк балл пухнисене ăс-тăн вăййин пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче кĕтсе илчĕç.

Жюри Олимпиадăн иккĕмĕш пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрне хутшăнма тивĕçлĕ пулнисене палăртрĕ. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта 8 «В» класра вĕренекен Дарья Андреева (вĕрентекенĕ Егорова И.М.) çĕнтерÿçĕсен шутне кĕчĕ.

Пĕрремĕш тапхăрта мала тухнă Дашăна хĕрÿллĕн саламлатпăр, иккĕмĕш тапхăрта ăнăçу сунатпăр, малашне те пултарулăх ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Список новостей