Спортпа сывлăха çирĕплетмелли инфраструктурăна аталантарни: Вăрнар районĕнче пахалăхлă юсав тата япалалăх ыйтăвĕсем

Наци сывлăхĕ тата çамрăк поколенине çирĕплетни паянхи кунра патшалăх политикин чи кирлĕ та çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри шутланать. Ку проблемăна çĕнтерессин чи тухăçлă çулĕ — халăхра сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăласси тата вĕсене спорт мероприятийĕсенче хастартарах хутшăнтарни пулать.

Инфраструктурăна аталантарни: ялсенче те улшăнусем курăнаççĕ

Спорт объекчĕсем тата сооруженийĕсем ку ĕçре тĕп вырăн йышăнаççĕ. Халĕ нумай çĕрте пĕр вăхăт ĕçлемен пулнă стадионсем тата залсем каллех хăйсен тĕп ĕçне — халăха сывлăха çирĕплетме — пурнăçлама пуçлаççĕ. Ялсенче те патшалăх программипе спорт площадкисем туса лараççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаевăн инициативинчен пуçласа Чăваш автономи облаçĕн пĕр ĕмĕрлĕх юбилейне халалласа, ялсене сывлăха çирĕплетмелли вырăнсем тăвас тесе 100 000 ытла тенкĕ уйăрнă. Вăрнар районĕнче, сăмахран, кил картишĕсен территорийĕсене хăтлăх кĕртес программăпа çĕкленнĕ спорт площадкисем, çав шутра Илларионов урамĕнчи те, паллăрах пулса тăраççĕ.

«Спорт – пурнăç норми»: ГТО площадкине тумалли план

Районта «Демографи» наци проекчĕ çумне кĕрекен «Спорт – пурнăç норми» программипе ГТО нормативĕсене пурнăçламалли хăйăрлă спорт площадки тума планлаççĕ. Кунашкал объектăн никĕсне «Стройновелла» организацийĕ пахалăхлă туса хатĕрленĕ, район администрацийĕ те хăйĕн планне пурнăçлама ĕçе тытăннă.

План тăрăх, площадкăра тĕрлĕ шайлă турниксем, пресс валли тата пĕшкĕнÿ сакĕсем, тăршшĕне сикмелли, кире пуканĕ çĕклемелли секторсем тата тренажерсем пулмаллаччĕ. Оборудованипе тивĕçтерессипе электронлă аукциона Саратоври «Торговый дом СМЗ» компанийĕ çĕнтерсе илнĕ. Анчах та ĕç халĕ те чарăнса тăрать: килнĕ оборудовани ГОСТ стандартне тивĕçмест тесе ăна вырнаçтарма ирĕк паман. Ку ыйтупа республикăри спорт министерстви хальлĕхе тимленет.

«Рассвет» спорткомплексĕ: юсав тата хыпарлăх

Вăрнарта çĕнĕрен юсав иртнĕ пысăк объектсенчен пĕри — «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕ. Ку ĕç те ыйтусăр пулман. Килĕшÿ тăрăх, ĕçсене июльте вĕçлемелле пулнă, анчах малтанхи подрядчик — «Альфаспецтехнолоджи» — ĕçе тăсса янă. Çакна пула спорт шкулĕн директорĕ Владимир Прокопьев компание претензиллĕ çырусемпе тухнă та, каярахпа контракта татма тивнĕ.

Каярахпа объекта тĕплĕн юсама Алексей Степанов ятлă предприниматель йышăннă. Вăл ĕçе сентябрьте пуçласа, ноябрьте вĕçленĕ. Çак тапхăрта спорткомплексăн тăррине ăшă тытмалла туса улăштарнă, стенасене çĕнетнĕ, вĕсене пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерсе çулăмран сыхлакан шĕвекпе сĕрнĕ. Чÿречесем, мачча, ĕç пÿлĕмĕсем, коридорсем, кĕрешÿпе фитнес залĕсем — пур çĕрте те çĕнелнĕ. Туалетсенче тата душ пÿлĕмĕсенче çĕнĕ плиткăсем лартнă.

«Юсавччен кăлтăксем чылайччĕ, — калать директор Владимир Прокопьев. — Маччаран шыв юхниччĕ, балконра витре-тазсем лартса çитнĕччĕ. Халĕ чĕре савăнать. Тăрăна улăштарнă хыççăн шалкăм çумăр та пулчĕ, юр та ирĕлсе кăтартрĕ — зала пĕр пĕрчĕ те тумламарĕ. Республика тата район ертÿлĕхне пысăк тав — юсав валли бюджетран 4 млн 878 пин 120 тенке кайрĕ. Халĕ коллектив ĕçлеме, ачасене, халăха занятисене çÿреме аван. Спорт тусĕсене пандеми чарăвĕсене «уçсан» кĕтсе илĕпĕр».

Вăрнар районĕн спорт потенциалĕ

Пайăр ятарлă объектсем çеç мар, район пĕтĕмпе те 55 спорт площадкине, 25 спорт залне, фитнес-центр, бассейн, пăр катокĕ, йĕлтĕр бази, стадион тата тир йышăнать. Çакăн пек инфраструктура сывлăха çирĕплетмелли пур условисем пуррине кăтартать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.