Спортри вăйне кашни тĕрĕслеме пултарать

Çĕршывра, çав шутра хамăр республикăра та, ГТО комплексне ытларах та ытларах аталантарас ĕç анлăланса пырать.

Пĕр-ик çул каялла телевизорпа 90 çулхи кинеми ГТО нормативне тултарнине курнăччĕ. Кăтартуллă тĕслĕх мар-и; Çак ÿсĕмри çын комплекса пурнăçлама пултарать пулсан, ыттисене мĕн чăрмантарать-ха;

Район администрацийĕн культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, архив ĕçĕн тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов Вăрнар районĕнче пурăнакансем те çак юхăма хастаррăн кĕрсе пынине палăртрĕ. «Нумайăшĕ ГТО комплексне çăмăллăнах пурнăçлама пултарать тесе шухăшлать. Аякран, тен, çавăн пек курăнать те. Анчах та хатĕрленмесĕр, ÿт-пĕве пиçĕхтермесĕр, паллах, медаль патне туртăнма йывăр. Çакă та аван: спорт тĕрĕслевне пĕрремĕш хут тухаймарăн пулсан, иккĕмĕш тата виççĕмĕш хăтланăшсем те пур. Çавăн пекех çул ÿсĕмне кура çын ГТО комплексне кĕртнĕ хăшпĕр тĕссене суйласа илме пултарать», – терĕ вăл.

Сывă пурнăç йĕркин тусĕсем, уйрăмах шкул ачисен пысăк йышĕ ГТО нормативĕсене пурнăçлассине физкультурăпа спорт комплексĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе тăрсанах хастар хутшăнчĕç. Ку йыш çулсерен ÿссе пырать. Пĕлтĕр, сăмахран, спортăн хăйне евĕрлĕ тĕрĕслевĕ витĕр 623-ĕн тухнă: 304 арçын тата 319 хĕр-хĕрарăм. Вăл шутран çурри ытларахăшĕ – 346-ăн – тĕрлĕ шайри паллăна тивĕçнĕ.

ГТО ылтăнне илнисем 65-ĕн, кĕмĕле – 135-ĕн, бронзăна – 146-ăн.

Ытларахăшĕ Раççей Спорт министерстви çирĕплетнĕ паллăсене тата удостоверенисене алла илнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере кăна Вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕн кунĕнче муниципалитет ĕçченĕсене чысларĕç. Чи çÿллĕ шайри ГТО хаклавне, акă, Вăрнар хула, Малти Ишек тата Вăрманкас ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Алексей Владимиров, Игорь Иванов тата Владимир Павлов тивĕçнĕ. Маларах культура ĕçченĕсен уявĕнче ылтăн паллăпа Çăлкас Кăкшăмри клуб ĕçченне Олеся Димитриевана та чысланăччĕ.

ГТО комплексне чĕртсе тăратни халăхăн ытларах пайне спорта явăçтарассипе кăна мар, результат патне туртăнма хавхалантарассипе те çыхăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.