Строительство ĕçĕпе паллашрĕç

Ĕнер районти пысăк объектăн – Вăрнарти биологилле тасатакан сооруженисен – строительствин ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Республикин строительство министерствин пай пуçлăхĕ Александр Тихонов паллашрĕ.

«ПМК-8» общество ертÿлĕхĕпе тата район администрацийĕн строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕн заместителĕпе Владимир Леонтьевпа пĕрле хуçалăхпа йăла канализацийĕн коллекторĕнче пыракан ĕçсене, ыйтусене сÿтсе яврĕç. Пĕтĕм поселокшăн çивĕч тăракан объект кăçал хута каймаллине палăртрĕç.

Тĕплĕнрех – çитес номерте.