Икĕ эрне каялла Вăрнарта 1-мĕш вăтам шкулти юсав ыйтăвĕпе ĕçлĕ визитпа пулнă май, Чăваш ен вице-премьерĕ Алла Салаева патне сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе те ыйтусемпе тухнăччĕ. Ашшĕ-амăшĕ ун чухне врачсен пÿлĕмĕсем умĕнче черетсем йĕркеленнипе кăмăлсăррăн калаçнăччĕ. Алла Леонидовна тепринче Сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕпе килме, ыйтăва вырăнта сÿтсе явма шантарнăччĕ.
Хăй сăмахне тытрĕ. Юнкун Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева ертсе пынипе ĕç ушкăнĕ Вăрнар район тĕп больницинче пулчĕ, Вăрнарти 1-мĕш шкулти юсав ĕçĕсене тĕрĕслерĕ.
Больницăра вăл Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизиловпа тата районти тĕп сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕпе Сергей Илюткинпа ача-пăча консультацинче пулчĕ, педиатрсемпе калаçрĕ.
Черет ыйтăвĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн шкулсене, ача сачĕсене кайма медосмотрсем ирттерме темиçе кун кăна уйăрнипе çыхăннă. Кашни сехетре палăртнă чухлĕ ачана çеç йышăнассине маларах пĕлтернĕ. Анчах кашниннех хăвăртрах справка илес килет-çке, пур ашшĕ-амăшĕ те тенĕ пек черет йышăнма ир-ирех килсе çитнĕ. Çапла педиатрсен пÿлĕмĕсем умĕнче йыш капланнă та. Çитменнине, ку вăхăталла республикăра шăпах коронавируспа çыхăннă чарусен виççĕмĕш тапхăрĕ çине куçнă. Çакă та больницăсене халăх килессине ÿстернĕ.
– Паллах, объективлă тепĕр факт та пур. 65 çултан аслăрах тухтăрсем ятарлă хушупа карантинтан тухман-ха, çавна май ытти врачсем çине тиев ытларах хывăнать, – пĕлтерчĕ Сергей Илюткин.
Ача-пăча консультацийĕнчи улшăнусем, паллах, савăнтараççĕ. Сывă тата чирлĕ ачасене больницăна кĕме уйрăм алăксем уйăрнă. Пациентсене йышăнассине Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин ĕçченĕсемпе сÿтсе явса хатĕрленĕ. «Çынсем педиатрсем кăнтăрлаччен кăна йышăннишĕн пăшăрханатчĕç. Халĕ, ак, вĕсен расписанине тата ĕç кунĕ 18 сехетчен тăсăлнипе куратпăр. Вăрнарта педиатрсен лайăх команди ĕçлет, ачасем чăннипех шанчăклă алăра!» – терĕ Алла Леонидовна.
Влаç представителĕсем вырăна çамрăк врачсене ытларах явăçтармаллине каларĕç, ку енĕпе мĕнлерех хавхалантарусем ĕçленипе кăсăкланчĕç.
,ç ушкăнĕ тĕп больница территорийĕнче пыракан юсав ĕçĕсемпе те паллашрĕ. Асфальт сарас, поликлиника фасадне çĕнетес енĕпе строительсем графикран малта пыраççĕ. Подряд организацийĕн представителĕпе калаçнă тата вĕсен ĕçне ырласа хакланă май, Алла Салаева ăна районти ытти объектсенче палăртнă аукционсене те хутшăнма чĕнсе каларĕ, сăмахран – çитес çул Вăрнарти 1-мĕш шкул тĕлĕшпе, кунта ун чухне те пысăк ĕçсем палăртаççĕ.
Хальхи ĕçсем мĕнле пынине вара ĕç ушкăнĕ вырăна çитсе курчĕ. Маларах шкулти юсава вĕçлеме 5–6 эрне кирлĕ тесе палăртнăччĕ. Анчах строительсем урăх срок лартаççĕ – октябрĕн 20-мĕшĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама ПМК-8 организацие явăçтарнă. Вăл хăйне ырă енчен кăтартнă ĕнтĕ – районта ун строителĕсем биологилле тасатакан сооруженисене тăваççĕ.
Пĕрлехи заказчик службин ертÿçи Александр Андреев тата ПМК-8 тĕп инженерĕ Павел Михайлов сăмахĕсемпе, проблемăллă ыйтусем пур-ха. Чи малтанах вĕсем унчченхи подрядчикăн стройматериалĕсем кансĕрлесе выртнипе çыхăннă. Алла Салаева район ертÿлĕхне ку ыйтăва çийĕнчех татма хушрĕ.
Строительсем юсава пуçăнсан проектра шута илмен самантсене те тупса палăртнă. Сăмахран, шкул путвалне çирĕплетмелле. Алла Салаева ĕçлесе çитереймен шухăшсем нумай пулнине пытармарĕ. Малашлăхра юсав планне шкул территорине хăтлăлатассине те кĕртмеллине каларĕ.
Халĕ вара строительсен унчченхи подрядчикăн ĕçĕсене туса пĕтерме тата çĕнĕрен пăсса тума тивет. Вĕсем çĕрĕшнĕ канализацие, водопровода тата вентиляцие демонтажлассипе, тăрă ĕçĕсемпе çыхăннă. «Кунсерен объектра 40-е яхăн çын вăй хурать. Фасад çине тухма та бригада хатĕр. Анчах та материал ыйтăвĕ тăрать. Унчченхи подрядчик пире ăна пама та, сутма та килĕшмерĕ, çавăнпа та çĕнĕрен заказ тума тиврĕ. Стройматериалсем çитес эрнере килĕç», – пĕлтерчĕ Павел Михайлов.
– Эпир Новосибирскри компани ертÿлĕхĕпе тĕл пултăмăр. Шел те, вăл пирĕн условисене йышăнмарĕ. Паллах, вĕсем патне претензисем пулĕç. Анчах та пирĕншĕн судлашасси-тавлашасси тĕп вырăнта мар, пирĕншĕн кашни кун, кашни самант хаклă, ачасем хăвăртрах парттăсем хушшине ларни пĕлтерĕшлĕ, – терĕ Алла Леонидовна строительсене юсава хăвăртрах вĕçлеме ăнăçу сунса.
Вăрнарти 1-мĕш шкул ыйтăвĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тимлĕхĕнчех. Çитес вăхăтра кунта каллех тĕрĕслевлĕ десант пулĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.