Тухăç пысăк

Районĕпе тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 15507 гектар (97 процент) вырнă, 47669 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç иртнĕ çулхинчен пысăкрах – 31 центнер.

Ял хуçалăх организацийĕсем çĕрулмине 406 гектартан 161-шне кăларнă. «Иккĕмĕш çăкăра» 4126 тонна пухса кĕртнĕ. Игорь Сергеев фермер хуçалăхĕнче çĕрулмине лартнă лаптăкран – 30 гектартан – пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ.

«Агрохмель» агрофирмăра хăмла татаççĕ. Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕсем тĕлне «симĕс ылтăна» 14 гектар çинчен пухса кĕртнĕ.

Кĕрхи çĕртме 4640 гектар тунă, кĕр тыррине 4584 гектар (63 процент) акнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.