Уйăхлăх иртет

Январĕн 23 – февралĕн 23-мĕшĕсенче Чăваш енре массăллă хÿтĕлев тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ иртет.

Мероприятин тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва, çамрăксене çар-патриотизм воспитанине парасси, физкультурăпа спорта аталантарасси, сывлăха çирĕплетесси тата ытти те. Уйăхлăх тапхăрĕнче республикăра тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Çав шутра кадетсен балĕ, спорт ăмăртăвĕсем, спартакиадăсем иртмелле.

Источник статьи