Уяр кунпа усă курса

Пĕр вăхăт çумăр чашлаттарсах çурĕ. Халĕ тинех уяр кунсем тăма пуçларĕç.

– Сар хĕвел хăйĕн шевлисене ан хĕрхентĕрех, – тет хресчен вырма ĕçĕсене хăвăртрах вĕçлеме ĕмĕтленсе.

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне район уй-хирĕнче 48 комбайн ĕçлени паллă. Пĕтĕмпе аграри предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсене пилĕк пине яхăн гектар çинчен пухса кĕртнĕ, ку вăл планпа палăртнин 27 проценчĕ. Тулнă бункерсене вăхăтра пушатма тăрăшаççĕ. Пÿлмесене 17 пин ытла тонна хывнă, çав шутра тулă –12761 тонна.

Районĕпе илсен гектарти тухăç 34,9 центнерпа танлашать. Паллах, хăшпĕр хуçалăхсенче кăтарту тата пысăкрах. Акă, Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче сарă тулă тухăçпа савăнтарать, ăна кашни гектартан вăтамран 50 центнер çапса илеççĕ.

«Санары», «Агрохмель» агрофирмăсенче те ĕç кăтартăвĕ пысăк – 46,7 тата 48,3 центнер. «Победа» кооперативра, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, Алексей Игнатьевпа Алексей Фадеев фермерсен хуçалăхĕсенче кĕр тыррин тухăçĕ 40-шер центнер, «Янгорчинăра» – 38,4. Çĕрпелсен çурхи тулă та ăнса çитĕннĕ, ăна кашни гектартан вăтамран 38 центнер çапса илеççĕ. Мăн-турхансен тырă тухăçĕ – 35 центнер, ял хуçалăх техникумĕн –33. Кульцавсен вара уйрăмах урпа лайăх çитĕннĕ – тухăç 35 центнерпа танлашать.

«Луч», «Хорнзор», «Юнтапа» кооперативсенче, Михаил Максимов, Игорь Сергеев, Иван Филиппов, Андрей Петров фермерсен хуçалăхĕсенче уй-хир ылтăнĕ вăтамран 30 центнер тухать.

Денис Авакумов фермерăн хуçалăхĕнче хĕпĕртеме сăлтав пур – 50 гектар çинчи тырпула пĕтĕмпех вырса пĕтернĕ. Дмитрий Мутин, Сергей Яковлев, Владимир Иванов ĕçченсем хастар. Вĕсем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă кураççĕ. Фермер хуçалăхĕнче утă янтăлас ĕç те вĕçленсе пырать.

Район уй-хирĕнче кĕрхи çĕртме тăвассипе те тăрăшаççĕ. Çак вăхăт тĕлне ĕç кăтартăвĕ – 790 гектар. «Мураты» кооперативра тата Михаил Максимов фермерăн хуçалăхĕнче кĕр тырри акма тухнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.