Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнче пурăнакан Анна Михеевна Викторова хăйĕн 90-мĕш ҫуралнă кунне паллă турĕ.

Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнче пурăнакан Анна Михеевна Викторова хăйĕн 90-мĕш ҫуралнă кунне паллă турĕ.

Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнче пурăнакан Анна Михеевна Викторова хăйĕн 90-мĕш ҫуралнă кунне паллă турĕ. Ăна саламлама Вăрнар район администраци пуҫлăхĕн пĕрремĕш ҫумĕ, ял-хуҫалăхĕпе экологи пай пуҫлăхĕ Вячеслав Анатольевич Горбунов ҫитнĕ. Раҫҫей президенчĕн В.В.Путинăн, Чăваш Республикин пуҫлăхĕн М.В.Игнатьевăн, Вăрнар район администраци пуҫлăхĕн Л.Г.Николаевăн саламлă ҫырăвĕсене пачĕ, вĕсен ячĕпе саламларĕ, ҫирĕп сывлăх вăрăм кун-ҫул сунчĕ. Ярмушка ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ Нина Алексеевна Михайлова салам ҫырăвĕпе чысларĕ.

Анна Михеевна 1929-мĕш ҫулхи ҫурла уйăхĕн 12 мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Кăмпал ялĕнче ҫуралнă. Николай Викторовичпа ҫемье ҫавăрса пилĕк хĕр ачана кун ҫути парнеленĕ. Туслă ҫемьере ачасем пĕчĕкренех ĕҫе вĕренсе ўснĕ. Хĕллехи вăхăтра кил-ҫурт таврашĕнче, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕҫлесе ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ҫуллахи вăхăтра, пĕр кун сиктермесĕр, тăван «Гвардеец» колхоз уй-хирĕнче ĕҫленĕ. Аслисемпе пĕрле ҫум ҫумланă, ҫаран ҫинче утă ҫулса, пуҫтарса капана хывнă.

Анна Михеевна колхозра тĕрлĕ ĕҫсенче тимленĕ. Бригадир хушнă ĕҫе тирпейлĕн, вăхăтра пурнăҫланă. Нумай ҫул хушши тăрăшса ĕҫленĕшĕн ăна «Ĕҫ ветеранĕ» ята парса чысланă. Ачасене тĕрĕс воспитани парса ўстернĕшĕн «Амăшлăх медаль» тата ытти хисеп хучĕсене илме тивĕҫлĕ пулнă.

Хисеплĕ юбиляра икĕ хĕрĕ, кĕрўшĕсем, вуникĕ мăнукĕ тата тăватă кĕҫĕн мăнукĕ юратса ҫупăрлаҫҫĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ăшă сăмахсем каласа саламлаҫҫĕ. Тата та нумай ҫул пурăнса вĕсене савăнтарма вăрăм кун-ҫул, ҫирĕп сывлăх сунаҫҫĕ.

Эпир те, Ярмушка ял администрацинче тимлекенсем, Анна Михеевна Викторовăна чун-чĕререн саламлатпăр, вăрăм кун-ҫул, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнче пурăнакан Анна Михеевна Викторова хăйĕн 90-мĕш ҫуралнă кунне паллă турĕ.

Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнче пурăнакан Анна Михеевна Викторова хăйĕн 90-мĕш ҫуралнă кунне паллă турĕ.

Ермошкинское сельское поселение Вурнарского района