Вакцинаци пирки 7 ыйту

Ку ыйту халăхра тĕрлĕ калаçу çуратать. Тĕрĕслĕхне специалистсем уçса параççĕ – тăтăш тĕл пулаканнисем çине хуравлаççĕ

– Мана COVID-19 чиртен хÿтĕленме хăш вакцина юрăхлăрах-ши?

– Раççейре регистрациленĕ пур вакцина та тухăçлă тата сывлăхшăн хăрушă мар. Сирĕн шала кайнă чир-чĕр пулсан тухтăрпа канашлăр.

– Коронавируспа чирленĕ-тĕк, прививка тутармалла-и?

– Çапла, эсир маларах ковидпа чирленĕ пулсан та сирĕн вакцинаци тутармаллах. Коронавирусран сипленнĕ хыççăн вирусран сыхлакан иммунитет аталанать. Анчах та тухтăрсем вăл мĕн вăхăта тăсăлни тата организм мĕнле хÿтлĕхре пулни çинчен çирĕплетсех калаймаççĕ. Чирлесе ирттерсе янă хыççăн тепĕр темиçе уйăхран вакцинациленме тăрăшмалла.

– Ковидран тăвакан вакцина ДНК-на витĕм кÿме пултарать-и?

– Çук. Ковидран хÿтĕлекен пĕр вакцина та ДНК-на улăштармасть. Вăл организмăн иммун клеткисене коронавирусăн генетика материалĕсемпе паллаштарать, вĕсем ăна астăваççĕ, вирусран хÿтĕлемелли антителасем кăларма пуçлаççĕ.

– Ковидран тунă вакцина ачаллă пулас текенсене сиенлемест-и?

– Пĕр вакцина та, коронавирусран тăваканни те, ар вăйĕ çине витĕм кÿмест. Раççей вакцинисем çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă.

Обратите внимание: Филиал ФБУЗ «Центр гигиены и эпидемиологии в Чувашской Республике в Цивильском районе» проводит «горячую линию» по вопросам вакцинации против кори, краснухи, дифтерии, столбняка, пневмококковой инфекции.

Сывлăхшăн сиенлĕ пулнине тупса палăртман.

– Вирус мутациленет. Вакцинăсем çĕнĕ вариантсене хирĕç тăма пулăшаççĕ-и?

– Пĕтĕм тĕнчери экспертсем вирус хăйне мĕнле тытнине тĕпчеççĕ.

Енчен те хăшпĕр вакцинăсем тухăçсăртарах пулнине палăртсан вĕсен тытăмне улăштарĕç.

Прививка тутарма тăрăшмаллах, çакă вара вирус сарăлассине чарма пулăшĕ. Социаллă дистанцие пăхăнмалла, маска тăхăнмалла, алăсене çумалла, медицина пулăшăвне вăхăтра илмелле. Роспотребнадзорта вирус епле улшăннине сăнасах тăраççĕ.

– Коронавирусран тунă вакцина ПЦР-теста е антигенлă тест кăтартăвĕсене улăштарма пултарать-и?

– Çук, ковидран хÿтĕленмелли вакцина ПЦР-теста е антигенлă теста витĕм кÿреймест. Çакна мĕнле ăнлантармалла-ха? Тестировани чухне çыннăн иммунитетне мар, вăл çак самантра чирлĕ е чирлĕ маррине тĕрĕслеççĕ.

– Эпĕ прививка хыççăн чирлеме пултаратăп-и?

– Коронавирусран прививка тутарнă хыççăн (уншăн мар, хыççăнах вирус ертнĕ пулсан) чирлеме пулать, кун пек тĕслĕхсене регистрациленĕ. Анчах та вĕсем сайра- хутра тĕл пулаççĕ. Ытларах чухне вакцинацин тулли курсне вĕçлемен, сыхлăх мерисене пăхăнман çынсем чирлеççĕ. Прививка тутарнă хыççăн чирленисем инфекцие çăмăллăн ирттереççĕ, чир шала каймасть.

Больше интересных статей здесь: Новости.

Источник статьи: Вакцинаци пирки 7 ыйту.