Вăрнарти заводра – Никарагуа посолĕ

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ сумлă хăнасене час-часах йышăнать. Тунтикун кунта, акă, Чăваш енре ĕçлĕ визитпа пулнă май, Никарагуа Республикин Раççейри чрезвычайлă тата полномочнăй посолĕ Альба Асусена Торрес çитсе курчĕ.

Маларах посол Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа республикăсем хушшинчи ял хуçалăх, сывлăх сыхлавĕ, электротехника, промышленность тата культура облаçĕнчи çыхăнусене йĕркелесси пирки калаçнă.

Хутшăнусене вăйлатас ыйтăва вăл Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче те çĕклерĕ. Производство процесĕпе кăсăкланса паллашрĕ% полимерлă тарăсем кăларакан тата гербицидсен производствин цехĕсенче, хатĕр продукцисен складĕнче, наукăпа производство центрĕнче пулчĕ.

Филиал ертÿлĕхĕпе ирттернĕ çавра сĕтеле хутшăнчĕ. Владимир Свешников директор ăна завод ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вăрнарти филиал «Август» компанин тăватă предприятийĕнчен пĕри пулнине каларĕ.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, «Август» ют çĕршыв территорийĕсенче те аван ĕçлесе пырать. Ун продукцийĕ 20 ытла çĕршыва каять. Вăл шутра Никарагуана пилĕк препаратпа тивĕçтерет. Палăртма кăмăллă, вĕсенчен виççĕшне – «Колосаль Про», «Борей» тата «Танрек» препаратсене – Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче туса кăлараççĕ.

Альба Асусена Торрес предприяти ĕçченĕсене малалла та сулмаклăн аталанма, суту-илÿ рынокне анлăлатма ăнăçу сунчĕ.

Людмила ИВАНОВА.