| Автор: Ильина О.В. Пурнăç тăршшĕпе çын нумай чĕлхе пĕлме пултарать, анчах та ачалăхра тăван чĕлхе çинче йĕркеленнĕ ăс-тăн тата тĕнче курăмĕ — çак фундамент пурнăç тăршшĕпе те çухалмасть. Чĕлхе — халăхăн мăнăрлăхĕ, унăн культурине, йăли-йĕркине, историне упраса тăракан тĕп хатĕр. И.Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вĕренекенсен паллашу урокĕсем5, 6, 8 тата 9-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш халăхне çутта кăларакан, чăваш çырулăхне никĕслекен, чăваш шкулĕсен пуçарăвĕçĕ Иван Яковлевич Яковлев çинчен вĕренчĕç. Уроксенче вĕсем патриархăн ĕçĕ-хĕлĕпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллашрĕç, тематикăлла презентацисене пăхрĕç. Шкул ачисем Яковлев çырнă ача-пăча калавĕсене илемлĕ вуларĕç, вĕсен сюжечĕсем тăрăх ӳнер ĕçĕсем — ӳкерчĕксем — тутарĕç. Список новостей |
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: «Яковлев вулавĕсем».