Чăваш енре паян ку документа пĕчĕк ача кăна пĕлмест пулĕ. Рес-публикăн 2024 çулчченхи тапхăра йышăннă социаллă-экономика аталанăвĕн программи пысăк тĕллевлĕ ĕçсене палăртать.
Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев документа хатĕрлесе çитермеллине, ăна конкретика тата аналитика никĕсĕ çинче йĕркелемеллине ахальтен палăртмарĕ ĕнтĕ. Унта чăннипех те пысăк шухăшсем, республикăна пĕтĕмĕшле аталантарма пулăшакан ĕçсем хывăннă.
Комплекслă программа йĕркипе çитес пилĕкçуллăхра Вăрнар районĕнче те тĕллевлĕ ĕçсене палăртнă. Вĕсем пирки общество хастарĕпе, Олег Николаевăн халăх штабĕн членĕпе, районти историпе краеведени музейĕн ертÿçипе Елена Шариповапа, калаçрăмăр.
– Елена Ивановна, республикăн пилĕкçуллăх аталану программине мĕнлерех йышăнтăр;
– Ку программăпа паллашсан Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăшăн чăннипех те тăрăшни курăнать. Ман шутпа, унта çав тери конкретлă тĕллевсем лартнă. Чи малтанах ăна халăх валли çырнă. Задачăсене лартнă çеç мар, вĕсене мĕнле пурнăçламаллине те кăтартнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Комплекслă программăна Пĕтĕм тĕнчери регионсен аталанăвĕн центрĕ те ырланă.
Пирĕн чи хаклă ресурс – этем. Пирĕн çынсем питĕ ĕçчен. Анчах та ыйту пур – арçынсем регионта ĕç çуккипе е тивĕçлĕ тÿлеменнипе ун тулашĕнчи пысăк хуласене тухса çÿреççĕ. Ачи-пăчине воспитани парасси, кил хуçалăхне тытса пырасси хĕрарăмсен хулпуççийĕ çине выртать. Программăра çак проблемăна та çĕкленĕ, республикăн илĕртÿлĕхне ÿстерсе халăха хамăр патрах хăварассине пăхнă. Пĕтĕмĕшле, документăн пĕрремĕш пайĕ Чăваш ен умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене çĕклет.
– Куратпăр ĕнтĕ, программăн çĕнĕлĕхе – ыйтусене кашни район тĕлĕшпе уйрăммăн кăтартни. Вăрнар районĕпе çыхăннисем тунă ĕçсемпе пĕрлех çитес пилĕкçуллăхра тата та калăпăшлăрах ĕçсем пуласса шантараççĕ...
– Çаплах. Çакă шанăçа чăнах та ÿстерет. Ман шутпа, çул-йĕр ыйтăвне мала кăларни питĕ тĕрĕс. Вăрнар – промышленность вăйлă аталаннă поселок. Çавăнпа та кунта яка çулсем кирлех. Программăра тĕллевлĕ кăтартнă – Советски, Ашмаров, Ж.Илюкин, Пионерски, Комсомольски, Первомайски урамĕсене юсамалла.
Ялсенче те ку ыйту çивĕч тăрать. Ку енĕпе те ресурссене палăртнă – юсав планĕ 44 км çул.
Вăрнарта шкул тăвас ыйту та тинех татăлĕ, палăртнă тапхăрта 1000 ача вырнаçмалăх хальхи йышши, паянхи стандартсене тивĕçтерекен вĕренÿ организацийĕ пулĕ. Унсăр пуçне, поселокра 240 вырăнлăх ача сачĕ пулĕ. Калининăри вăтам шкулта та нумай çул çĕклекен ыйтăва пурнăçлĕç – пристрой туса лартĕç. Вăрнарти «Ромашка» ача сачĕ тĕплĕ юсавра çĕнелĕ.
Кивĕ, çĕрĕшнĕ çуртсенче пурăнакансемшĕн те савăнăç çитĕ. Вĕсене куçарма Вăрнарта тата Калининăра çуртсем çĕклĕç.
Поселокра котельнăя, ăшă сечĕсене, водоснабжени системине Вăрнарта, Мăн Элменте, Çĕньял Хапăсра юсама палăртни аван. Калининăра çавăн пекех блокпа модуль котельнăйĕ пулĕ...
Тепĕр ыйту пирки иртнинче хаçатра та çырнăччĕ, ку вăл – Сосновски пултранĕпе кĕрешесси. Тен, тепри ку пысăк ĕç тесе шутламĕ. Анчах та сиенлĕ ÿсентăран сарăлни çутçанталăк инкекĕпе танах, çавăнпа та ăна та тĕллевлĕ ĕçсен шутне кĕртнĕ ĕнтĕ.
Сывлăх сыхлавĕ пирки те манар мар. Шĕнер Ишек, Пăваяль, Ярмушка, Çăлкас Кăкшăм, Услапа Нурăс, Санарпуç, Кушар Юнтапа, Малтикас Ялтăра, Кив Мĕлĕш, Кĕçĕн Кипек, Çăкаллă Явăш, Туçи Çармăс, Хирпуç, Уйкас Кипек, Иртеменкасси çыннисем те савăнма тивĕç – вĕсенче çывăх пилĕк çулта умлă-хыçлă фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленĕç. Унсăр пуçне, Мăн Турханти, Вăрманкасри, Рункăри, Кив Шуртанти, Катăшри, Кĕçĕн Кипекри, Кайри Тукайри, Çавалкасри, Кушлавăшри ФАПсем, Пăртасри, Калининăри, Уравăшри, Кульцаври, Мăньял Хапăсри, Çĕрпелти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем комплекслă тĕплĕ юсав планне кĕнĕ.
– Вăрнар район музейĕн халăха, уйрăмах çитĕнекен ăрăва, кăмăл-сипет воспитанийĕ парас, чун илемне ÿстерес ĕçри тÿпи пысăк. Программăра çак енсене хывнă вырăнсем те пур. Пĕтĕмĕшле, хăвăр тимлекен отрасль планĕсенчен хăшĕ сирĕн чуна выртрĕ;
– Паллах, чи малтанах музей вырнаçнă ача-пăча пултарулăх çуртне тĕплĕн юсама палăртни. Çакă хушма пĕлĕве аталантарас, çынсен культура шайне ÿстерес ĕçри майсене тата та ÿстерĕ. Районти чи пысăк ял халăхĕн – Пăртассен – ыйтăвĕ тинех татăлнишĕн те савăнатăп% кĕçех вĕсене çĕнĕ йышши клуб йышăнĕ, унти библиотека вулав тĕнчине илĕртĕ. Вăрман Кипекри унччен ача сачĕ пулнă çуртра клубпа библиотека йĕркелес тени те, ман шутпа, питĕ тĕрĕс. Çакăншăн Олег Николаева пысăк тав.
Паллах, пирĕн районăн потенциалсем пур. Сăмахран, туризм енĕпе. Пирĕн тăрăхран тĕлĕнмелле пултаруллă художник Праски Витти тухнă, районта ун ĕçĕсен музейне, мастерскойне уçма май пур. Тĕнчипе паллă басăн Максим Дормидонтович Михайловăн ялĕнче экскурсисен вырăнне йĕркелеме пулать... Çапла Вăрнар районне те хăюллăнах туризм маршрутне кĕртме май пулĕ. Çакăн валли районăн хытах тăрăшмалла.
Пĕтĕмĕшле, эп кăна мар, пĕтĕм халăх çак ырă улшăнусене хаваспа кĕтет. Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн ĕçлес тĕллевлĕ хастар кăмăлне кура вĕсем пурте пурнăçа кĕрессе шанатпăр.
Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.