Юратнă ĕç – чун канăçĕ

Паянхи кун лавккара парне валли темĕн те туянма пулать, сентресем тĕрлĕрен те тĕрлĕ сувенирсемпе, теттесемпе, ытти изделисемпе аякранах илĕртеççĕ. Анчах та хăв алăпа тунă япала пахарах, вăл чуна ăшăлăх кÿрет.

Алăра ĕç, пуçра ăс пултăр, тенĕ ваттисем. Çак пĕрлешÿ, чăн та, çыннăн фантазийĕ çине ырă витĕм кÿрет, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсем çуратать. «Хăвăрăн ачалăх та çавăн пекех иртнĕ пулĕ-ха. Мĕн пĕчĕкрен пуканесем валли кĕпе-тумтир çĕленĕ. Мĕн йышши кăна пулман-ши вĕсем;» – терĕ алăсталăхĕ ăçтан тĕв илнипе интересленсен Кăмпалта пурăнакан Ольга Афанасьева.

– Çăм çипрен епле çыхма вĕреннине те астăватăп. Аслисен аллинче йĕпсем çăмăллăн вылянатчĕç, çавăнпа та ку ĕçе хăвăртрах хăнăхас килетчĕ. Кĕçех пĕрремĕш нуски-алсиш, каярах кофта-юбкăсем çыхăнчĕç. Тăхăнатăн та – мĕн тери ырăччĕ! – аса илчĕ вăл.

Ун пек вăхăт та пулнă – чăнах та ытларах чухне пурте тенĕ пекех килте çыхнă-çĕленĕ япаласене тăхăннă. Пурнăç, рынок аталанса пыни чылайăшне алĕçĕнчен пистерчĕ, паллах. Анчах та хăшĕсем чун киленĕçне пăрахман-ха.

Ольга Юрьевна, акă, пушă вăхăт пулсанах алĕçĕпе аппаланать. Хăй вăл тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Калинино райповĕн салари лавккинче тăрăшать. Ăста аллинче хăвăртах мунчаласем, тĕрлĕ чечексем, çыхнă ытти япаласем «çуралаççĕ». Нумай чухне хунямăшĕпе, Иулита Алексеевна Афанасьевапа, ăмăртмалла тенĕ пек çыхаççĕ вĕсем.

Вĕсене кура Ольга Юрьевнапа Алексей Владимирович Афанасьевсен хĕрĕ Даша та пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. 6-мĕш класра вĕренекенскер чылай пултарулăх конкурсĕнче мала тухнă вăл.

Халĕ, акă, çывăх çыннипе пĕрле вĕсем «Хăв алăпа тунă наци пукани» Пĕтĕм Раççейри проекта хутшăнаççĕ, ку йĕркепе чăваш тумĕллĕ пукане çĕленĕ те ĕнтĕ. Пĕтĕм пайне чунлăха хывнă вĕсем. Кашнине алăпа пурнăçланă.

Даша çавăн пекех Амăшĕн кунĕ тĕлне йĕркеленĕ «Бумажная фантазия» Пĕтĕм Раççейри конкурс валли те ĕç хатĕрленĕ. Хальхинче вăл хутран калăпăшлă чечексем ăсталанă. Вĕсем чăннипех те чĕррĕн курăнаççĕ.

Тĕрĕссипе, Афанасьевсем – çав тери хастар çынсем. Аçăмçырминчи культура çуртĕнче, Малтикас Ялтăрари клубра иртекен мĕнпур культура мероприятийĕсене, конкурссене хутшăнаççĕ. Сăмахран, Даша Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне йĕркеленĕ творчество тупăшăвĕсене ĕçсем тăратнă. Кăçал республикăра пуçласа ирттернĕ Атте кунĕ умĕнхи конкурс валли те шухăшсем çуралнă. Сăнÿкерчĕксене Алексей Владимировичăн килти, ĕçри, канури саманчĕсене сăнланă. Тинтерех тата Даша поэзи конкурсне хутшăннă.

– Паянхи условисенче чылай конкурса дистанцилле мелпе хутшăнма тивет. Çакна хăнăхрăмăр ĕнтĕ, анчах та вĕсем валли çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсем, ĕçсем çурални чуна çĕклет, кăмăла хăпартлантарать, – тет Ольга Юрьевна.

Хаваслă ĕç – чун канăçĕ, тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Пĕрлехи ĕçĕн вара тĕшши те тутлăрах. Ывăл-хĕрĕн пĕчĕкренех алли çыпăçнишĕн кам савăнмĕ ĕнтĕ. Ольга Афанасьевана та хĕрĕн çитĕнĕвĕсем çунатлантараççĕ. Дашăн ÿсĕмĕсем, паллах, чи малтан унăн, Амăшĕн, тивĕçĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА.