Аслă ҫулти ҫынсен кунĕ ячĕпе»Аса илў каҫĕ» ирттерчĕҫ.

Ял активĕн, хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем йĕркеленипе, авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Пуканкасси ялĕнчи клубра «Ватă ҫынсен кунне» чыслăн уявларĕҫ. Уяв программипе килĕшўллĕн Аслă ҫынсен кунĕ ячĕпе «Аса илў каҫĕ» ирттерчĕҫ. Уяв программине уҫнă хыҫҫăн, пĕрремĕш салам сăмахне Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхне, Алексей Петрова пачĕҫ. Ҫамрăк вăхăта аса илни (кăсăклă самантсем) ҫинчен сăмах пуҫарсан, вăтă ҫынсем хăйсен пурнăҫĕнче, туслă йышпа колхоз уй-хирĕнче пулнă самантсене кăмăллăн аса илчĕҫ. Виктор Волков пахчаҫă кĕрхи пахча ĕҫĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, сĕнўсем пачĕ. Конкурсри вăйăсенче те ватăсем хастар пулчĕҫ. Уяв программине ертсе пыракан Любовь Анисимова панă ыйтусене кăсăкланса итлерĕҫ, туллин хуравсем пачĕҫ. Виктор Волков сăвăҫ, купăсҫă хăйĕн пултарулăхĕпе хăнасене тĕлĕнтерчĕ те савăнтарчĕ. Гитарăпа выляса, юрласа уяв программине пуянлатрĕ. Пухăннисем, аслисене сума суса хатĕрленĕ ҫавра сĕтел тавра ларса ăшшăн калаҫрĕҫ. Пĕр-пĕрин пурнăҫĕпе кăсăкланчĕҫ, пĕрне-пĕри сывлăх сунчĕҫ. «Аса илў каҫĕ» уяв кунне йĕркелесе ирттернĕшĕн, ял актив, хĕрерăмсен канашĕн пайташĕсене тав сăмахĕсем каларĕҫ. 92 ҫулхи Витор Анисимов, ĕҫпе вăрҫă ветеранĕ, хăйне сума-суса уява чĕннишĕн мăнаҫланчĕ. «Ял варринчи мăн шур пўртре т(ă)вансем юр юрлаҫ…» пĕр ҫаврăм купăспа юрă юрларĕ, ҫамрăклăха аса илсе купăс ҫеммипе чăваш ташшине ташларĕ. Ытти ватăсем те юрă-ташăра та хастар пулчĕҫ. Ҫавра сĕтел хушшинчи тĕл пулу нумайлăха асра юлассине пĕлтерчĕҫ.

Ермошкинское сельское поселение Вурнарского района