Республикăра çĕнĕ коронавиурс инфекцийĕ тĕлĕшпе лару-тăру çивĕч-ха. Унпа чирленисен шучĕ чакмасть, инди тата британи штамĕсем ернĕ тĕслĕхсем регистрациленеççĕ. Ку чиртен мĕншĕн вакцинациленмелле тата çынсем прививка тутарасси пирки мĕншĕн иккĕленеççĕ – çак ыйтусене Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин хуравлать.
– Коронавиурс паянхи кун тĕп темăсен шутне тухрĕ. Куратпăр, çынсем унпа чирлессин шайĕ тытăнса тăрать-ха. Унпа кам ытларах чирлет?
– Чи малтанах ку амак вăрах чирсем пур çынсемшĕн хăрушă. Чĕре-тымар, сывлав, эндокрин органĕсен чирĕсемпе, усал шыçăпа, бронх астмипе, ХОБЛпа, самăрлăхпа аптăракансен сисчĕвленмелле. 65 çултан аслăрах çынсен асăрханмалла. Юлашки вăхăтра ĕçлес ÿсĕмри çынсем – 40–59 çултисем – ытларах чирлеме пуçларĕç.
Вăрнар районĕпе илес пулсан, халĕ 144 çын чирлет, вĕсенчен 71-шĕ больницăра сипленет. 1024 çын сывалнă. Пĕтĕмпе COVID-19 чир пуррине палăртма 16735 проба илнĕ. Пандеми пуçланнăранпа медицина асăрхавне (изоляци, карантин) 2316 çын лекнĕ.
– Вакцинаци – ку вирусран хÿтĕленмелли чи шанчăклă мел тени тĕрĕс-и?
– Нумай инфекци чирĕ ыттисене куçас хăрушлăх пысăк. Чирлисем сыввисене ертеççĕ, çавăнпа та сывлăх сыхлавĕн тĕп тĕллевĕ – инфекци сарăлассине чарасси, эпидемие пуçарма парас марри. Çĕнĕ коронавирус тĕлĕшпе те çавăн пекех. Эпидемиологи облаçĕнчи тĕрлĕ-тĕрлĕ медицина тĕпчевĕсем вакцинаци коллективлă иммунитета йĕркелессин чи эффективлă мелĕ пулнине калаççĕ.
– Коллективлă иммунитет пирки тĕплĕнрех ăнлантарсамăр.
– Коллективлă иммунитет тени халăха мĕнле те пулин инфекци агенчĕ (вирус) тивмест тенине пĕлтерет. Çапла пултăр тесен çынсен пысăк пайĕн вакцинаци тутармалла. Ку вирус шайне, халăхра сарăлассине чакарĕ, коллективлă иммунитет чухне чир тăрук ÿссе каймасть.
– Анчах та паян прививка тутарнисем те чирленĕ тенине илтме пулать. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?
– Вакцинаци коронавирус инфекцийĕпе йывăррăн чирлессинчен хÿтĕлет. Тĕнчери нимĕнле вакцина та чиртен 100 проценчĕпе хăтармасть.
Обратите внимание: «Кун пек ĕçлеме юрамасть!».
Анчах та медицина тĕпчевĕсен даннăйĕсем тăрăх, вакцинаци тутарнисем чире çăмăл формăпа ирттерессине шантараççĕ. Вĕсен ИВЛ аппарачĕ айне лекес теветкеллĕхĕ питĕ пĕчĕк.– Вăрнар районĕнче прививка тутарнисем миçен-ши?
– Паянхи куна икĕ компоненчĕпе те 5924 çын вакцинаци тутарнă, пĕрремĕш компоненчĕпе – 6524 çын. Ревакцинаци тунисем – 242-ĕн.
Эпĕ районта пĕрремĕшсен йышĕпе «ГамКовидВакпа» прививка тутартăм. Тăвансем те, юнашар пурăнакан-ĕçлекенсем те ку утăма пысăк яваплăхпа пурнăçларĕç.
– Прививка тутарма ятарласа хатĕрленмелле-и?
– COVID-ран вакцинаци тутарас тесен SAPS-Cov-2 вирусăн G тата M класлă иммуноглобулинсем пуррине обязательнăй йĕркепе тĕрĕслеттермесен те юрать. Прививкăччен малтанхи кун спирт шĕвекĕ ĕçмелле мар, мунча, бассейн, сауна кĕрессинчен тытăнса тăмалла, шăнса пăсăлассинчен хÿтĕленмелле, йывăр ĕçлемелле мар. Укол тапхăрĕнче çавăн пекех тренировкăсене каймасан та юрать. Çынсем нумай çÿренĕ çĕртен пăрăнмалла, чирлисемпе контакта кĕмелле мар.
– Ковидран кама прививка тутарма юрамасть-ха?
– Хирĕçле тĕп кăтарту («Спутник V» е «ГамКовидВак» тĕслĕхĕпе) вакцинăн вăл е ку компоненчĕ тĕлĕшпе гипертуйăмлăх пулсан, аталаннă йывăр аллерги реакцийĕ, вăрах чирсем вăй илнĕ, çире пур чух тата кăкăр ĕмĕртсен, 18 çул тултармасан тата унчченхи прививкăсем хыççăн харпăр хăйне йывăр туйнă пулсан, паллах, юрамасть.
– Ватăсен мĕншĕн прививка тутармаллах?
– Ватă çынсем – чире йывăр чăтса ирттерекенсен ушкăнĕнче. 65 çултан аслăрах çынсем, тĕнчипе илсен, ковидран вилнисен 90 проценчĕ шутланаççĕ. Нумайăшĕн коронавирус симптомсăрах иртет, çавăнпа та кунашкаллисем ватăсене чирлеттерме пултараççĕ.
– Вăрнар районĕнче мĕнле вакцинăсемпе укол тăваççĕ?
– Паянхи куна район тĕп больницинче «ГамКовидВак» («Спутник V») тата «Спутник Лайтпа» прививка тăваççĕ.
«ГамКовидВак» – çыннăн аденовирус векторĕн лайăх тĕпченĕ платформи çинче регистрациленĕ тĕнчери пĕрремĕш вакцина. Ăна 69 çĕршывра ырланă. Вакцинăна икĕ тапхăрпа яраççĕ. Иммунитет пĕрремĕш укол хыççăн 42 кунтан йĕркеленет.
«Спутник Лайт» та «Спутник V» пекех тарăннăн тишкернĕ вакцина. Лаборатори тĕпчевĕсем тăрăх, вăл коронавирусăн çĕнĕ штамĕсем тĕлĕшпе те эффективлă.
Çакна манар мар% вакцинаци тутарма чĕнсе калани – çыннăн ирĕклĕхне хĕстерни мар. Ман шутпа, чăн ирĕклĕх вăл – социаллă яваплăха туйни, çывăх çынсем, юлташсем, ĕçтешсем пирки шутлани, хăв прививка тутарса вĕсене те чир ертес теменни.
Ăслă-тăнлă çын нихăçан та «чирлесе ирттерес те» тесе шутламасть. Чир çăмăл е йывăр иртессине никам та пĕлмест. Ковид кашни çыншăн хăйнеевĕрлĕ иртет. Çавăнпа та профилактика тутарни чирленинчен çĕр хут аванрах.
– Калаçушăн тав.
Еще по теме здесь: Новости.
Источник: Ăслă-тăнлă çын «чирлесе ирттерес те» тесе шутламасть....