Брильянт туя уявлама пуҫтарăнчĕҫ.

Брильянт туя уявлама пуҫтарăнчĕҫ.

Утă уйăхĕн 8 –мĕшĕнче Уйкас-Юнтапа ялĕнчи тăпăл-тăпăл тирпейлĕ пўртри уҫă кантăкран тухакан хаваслă кĕвĕ сасси кўршĕсене те, хăнасене те ҫĕкленўллĕ кăмăл парнелерĕ. Зинаидăпа Николай Ксенофонтовсем ҫемье чăмăртанăранпа 60 ҫул ҫитнине, брильянт туя уявлама ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем тулли кĕрекене пуҫтарăннă. Вĕсене саламлама администрацинчен те ҫитнĕ. Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Андрей Яковлев вĕсене сумлă юбилей ячĕпе саламларĕ. Ҫирĕп сывлăх, вăрăм кун-ҫул сунчĕ. Асăнмалăх тав ҫырăвĕ, пĕчĕк парне пачĕ.

Ватăсем килнĕ хăнасене, вĕсене хисеп тунăшăн, чĕререн тав сăмахĕсем каларĕҫ. Ҫамрăк вăхăта таврăнса 8 ҫул хушши пĕр-пĕринпе туслăха упраса ҫўрени, килĕштерсе ҫемье ҫавăрни ҫинчен, икĕ ывăла пурнăҫ парнелесе, юратса, ĕҫе вĕрентсе ўстери ҫинчен каларĕҫ. Халĕ ватăсем, вĕсене кинĕсем, ывăлĕсем, мăнукĕсем хисеплесе пăхнишĕн кăмăллă.

Ермошкинское сельское поселение Вурнарского района

Стоит еще зайти сюда: Новости.

Источник статьи: Брильянт туя уявлама пуҫтарăнчĕҫ..