Кирлĕ те çивĕч ыйтусене пĕрлештерчĕ

Ĕнер Вăрнар районĕ республикăри министерствăсен, мĕнпур район-хула ертÿçисене йышăнчĕ – кунта тĕрлĕ отрасль аталанăвĕпе семинар-канашлу иртрĕ.

Хăнасен пирĕн тăрăхра малтанах спорт туйăмĕпе хавхаланма тиврĕ. Муниципалитетсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем «Кристалл» пăр катокĕн, «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕн, фитнес-центрăн тата бассейн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тÿр килчĕ.

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче йĕркеленĕ канашлăва уçнă май Чăваш ен Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов вăрнарсенчен тĕслĕх илмелли пуррине, кунта спорта аталантарасси пысăк предприяти енчен çирĕп тĕрев панипе те пурнăçланнине палăртрĕ.

Канашлу пуçланиччен пуçлăхсем çавăн пекех патриотизмла туйăмпа та хĕрÿленчĕç. Сăр тата Хусан хÿтĕлев линийĕсен паттăрла строительстви пирки ÿкернĕ фильм, ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсен Тăван çĕршыва юратма хистекен номерĕсем чĕресене хускатни сисĕнчĕ.

Семинар-канашлу кирлĕ те çивĕч ыйтусене пĕрлештерчĕ. Чăваш ен ĕçлев министрĕ Алена Елизарова тупăш сахал илекен çемьесенчи 3 çултан тытăнса 7 çулчченхи ачасене паракан пособисем тĕлĕшпе палăртакан улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ, патшалăхăн ку пулăшăвне тивĕçмелли критерисене асăнчĕ. Раççей Президенчĕн Указĕпе кăçалтан тÿлев виçи çемье тупăшне тата пурлăх тивĕçтерĕвне кура тĕрлĕ шайлă пулать. Вăл регионти ачасен пурăнмалли минимумĕнчен 50, 75 е 100 проценчĕпе танлашать.

Правилăсенчи улшăнусене хатĕрлеме регионсен шухăшне те шута илĕç, çавăнпа та Алена Геннадьевна пухăннисене тÿлевсем тĕлĕшпе хăйсен ыйтăвĕсене пĕлтерме сĕнчĕ. Муниципалитетсен ертÿçисем транспорт, тупăш тата ытти тĕлĕшпе хăшпĕр самантсене шута хума ыйтрĕç.

Ĕçлев министрĕ çавăн пекех социаллă сферăри çивĕч ыйтусем çинче тата социаллă контрактсен ăнăçлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Контракт мелĕ çемьесене чухăнлăх шайĕнчен тухма пулăшассине, хальлĕхе пĕтĕмпе 420 кунашкал килĕшÿ çырнине пĕлтерчĕ.

Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева вĕрентÿ шайне çĕклемелли хавхалантаракан мониторинг саманчĕсемпе паллаштарчĕ. Унта кĕрекен 21 кăтарту кашни шкула паянхи пурнăç шайне çитерме тивĕççине каларĕ. Пĕрлехи стандарта – хăрушсăрлăх, сетьсемпе сооруженисен юсавлăхĕ, хăтлăх, меллĕ хутлăх – пур çĕрте те тытса тăмалла, терĕ вăл.

Алла Леонидовна çавăн пекех район-хула пуçлăхĕсене шкулсенчи вĕри апат ыйтăвне тимлĕхе илме каларĕ. «Сире пĕр кун ачасемпе пĕрле апатланма чĕнсе калатăп, çакă вĕренÿ учрежденийĕсем ку енĕпе йышăннă программăна мĕнле чунпа пурнăçланине палăртма май парĕ», – терĕ вĕрентÿ министрĕ. Ку енĕпе тĕп хулара ашшĕ-амăшĕ енчен тĕрĕслев пулнин ырăлăхне палăртрĕ, районсене те вĕсенчен тĕслĕх илме ыйтрĕ.

Алла Салаева çавăн пекех шкулсен строительстви тата юсавĕ, классен туласлăхĕ тата ытти çинче те чарăнса тăчĕ.

Канашлура çавăн пекех сывлăх сыхлавĕн, культура сферисенче тата ял хуçалăхĕнче пурнăçланакан задачăсене, вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене çивĕччĕн сÿтсе яврĕç.

Больше интересных статей здесь: Новости.

Источник статьи: Кирлĕ те çивĕч ыйтусене пĕрлештерчĕ.