Мăнаçланатпăр!

Токиора пысăк спортри чи сумлă мероприяти – Олимпиада-2020 – вĕçленчĕ. Эстафетăна Париж йышăнчĕ. Çуллахи вăйăсем 2024 çулта шăпах унта иртĕç.

Ку Вăйăсен пĕлтĕр пулмаллаччĕ, анчах та пандемие пула ăна çулталăклăха хăварчĕç.

Шел те, пирĕн спортсменсен Олимпиадăра Раççейĕн мăнаçлă ялавне çĕклеме тÿр килмерĕ, ăмăртусене вĕсем Раççей Олимп вăййисен комитечĕн ялавĕпе тухрĕç. Апла пулин те Раççей спортсменĕсем хăйсен вăйне туллин кăтартма пултарчĕç.

Медальсен шучĕпе çĕршыв команди АПШ тата Китай хыççăн виççĕмĕш вырăнта^ пĕтĕмпе 71.

Медальсен зачетĕнче Раççей 5-мĕш йĕркене йышăнать: 20 – ылтăн, 28 – кĕмĕл, 23 – бронза. Раççей спортсменĕсем кĕрешÿре 4 ылтăн, 4 бронза, фехтованире 3 ылтăн, 4 кĕмĕл, 1 бронза, пăшалтан перессипе 2 ылтăн, 4 кĕмĕл, 2 бронза, спорт гимнастикинче 2 ылтăн, 2 кĕмĕл, 4 бронза, ишевре 2 ылтăн, 2 кĕмĕл, 1 бронза, тхэквандора 2 ылтăн, 2 кĕмĕл, 1 бронза, синхронлă ишевре 2 ылтăн, теннисра 1 ылтăн, 2 кĕмĕл, боксра 1 ылтăн, 1 кĕмĕл, 4 бронза, çăмăл атлетикăра 1 ылтăн, 1 кĕмĕл, баскетболра 2 кĕмĕл, академилле сулăра 2 кĕмĕл, сăнăран перессипе 2 кĕмĕл, художество гимнастикинче 2 кĕмĕл, гандболра 1 кĕмĕл, пляж волейболĕнче 1 кĕмĕл, дзюдора 3 бронза, велоспортра 2 бронза, шыва сикессипе 1 бронза выляса илнĕ.

Çырнăччĕ ĕнтĕ, Токиори Олимпиадăна Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе Чăваш енĕн тăватă спортсменĕ хутшăннă. Вĕсемпе пуринпе те мухтанатпăр. Анчах ытларах – Анжелика Сидорован çитĕнĕвĕпе. Иртнĕ эрнере вăл шăчăпа сикессипе кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ.

Раççей чысне Японире çавăн пекех Владислав Поляшовпа Елена Герасимова гимнастсем тата Сергей Козырев кĕрешÿçĕ те хÿтĕленĕ.

Августăн 24-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 5-мĕшĕччен Токиора çавăн пекех XVI Паралимп вăййисем пулаççĕ. Чăваш енрен унта пиллĕкĕн тухса кайĕç: çăмăл атлетсем – Елена Иванова, Сергей Бирюков, Денис Гаврилов тата парабадминтонистка Татьяна Гуреева. Денис Гавриловпа пĕрле куракан спортсмен-лидер шучĕпе унта чăвашсен паллă стайерĕ Сергей Иванов та хутшăнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Стоит еще зайти сюда: Новости.

Источник статьи: Мăнаçланатпăр!.