Фото Автор: МБОУ «Санарпосинская СОШ» Вурнарского района Санарпуç вăтам шкулēнче Михайлов В.Г. ячēпе хисепленекен «Ģамрăк пограничниксем» патēнче ДПС инспекторē Траков Андрей Владимирович тēл пулура пулчē. Инспектор çул çинчи хăрушсăрлăх çинчен тēплēн каласа пачē. «Ģул çнчи хăрушсăрлăх пуринчен те килет: çуран çÿрекенсем те, руль умēнче ларакансем те яваплă», -çакăн пек сăмахсемпе пуçларē Андрей Траков калаçăва. Вăрнар районēнчи çул çинчи лару-тăрупа паллаштарчē. Ачасен çул çинчи асăрханулăхē çине пысăк тимлēх уйăрчē. Час-часах ачасем çул-йēр правилисене пăсаççē, суранланаççē, аманаççē. Пēчēк тимсēрлēх пысăк йывăрлăх патне çитерме пултарни çинчен, пысăк çухату пулма пултарни çинчен каларē. Обратите внимание: Визит представителя фонда новых форм развития образования Петрова Никиты Владимировича. Тēлпулу вēçēнче пур ачана та ăнăçу, лайăх вēренме, спортпа туслашса пысăк çитēнÿсем тума, çул-йēр правилисене çирēп пăхăнма сунчē. Тēлпулу кăсăклă та интереслē иртрē, ачасем нумай çēннине пēлчēç. ДПС инспекторēпе иртнē тēл пулу ачасене тēрēс йышăну тума, çул çинче тимлē пулма пулăшē. |
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: Михайлов В.Г. ячēпе хисепленекен «Ģамрăк пограничниксем» патēнче ДПС инспекторē Траков Андрей Владимирович тēл пулура пулчē.