Кунти ĕçсем «50 тата ытларах процент кивелнĕ муниципаллă вĕрентÿ организацийĕсене тĕплĕ юсасси» программăпа пыраççĕ.
Юсав йĕркипе пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсене, шыв системине, канализацие, электроснабженине, пушарпа хурал системине çĕнетессине, территорие хăтлăх кĕртессине пăхнă. Ку ĕçсем вĕренÿ заведенийĕнче шкул çулĕчченхи 40 ача вырнаçмалăх икĕ ушкăн уçассипе çыхăннă.
По теме: Пăртасри концерт.
Вĕсен пĕр пайне пурнăçланă.Вăрнарти 1-мĕш шкулти пĕлтĕрхи тĕслĕх хыççăн юсав мĕнле пыни влаç представителĕсен тимлĕхĕнчен тухмасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, ун заместителĕ – вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов, район прокурорĕ Евгений Краснов Пăртас шкулĕнче пулнă, ĕçсен пурнăçланăвне тĕрĕсленĕ.
Евгений Краснов прокурор подрядчике çитменлĕхсем пирки асăрхаттарнă, пахалăха мала кăлармаллине тата сроксене тăсса яма юраманнине аса илтернĕ.
Шкулсенчи юсав ĕçĕ Чăваш ен вице-премьерĕн – вĕрентÿ министрĕн Алла Салаеван тимлĕхĕнчех.
Стоит еще зайти сюда: Новости.
Источник статьи: Пăртас шкулĕ çĕнелет.