Халăхпа пухусем ирттерни кирлех! Çакна Кушар Юнтапара пулнă хыççăн татах та çирĕплетрĕм. Пĕрле ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ мĕнле кăна ыйтăва çĕклеме, уçса пама пулать-çке!
Отчетлă пухăва ку яла район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ. Çавăнпах ĕнтĕ халăхăн çивĕч ыйтусене влаç представителĕсене тÿреммĕн пама май килчĕ.
Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Леонид Слоновăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвĕ тулли пулчĕ. Ял пуласлăхне чи малтанах демографи кăтартăвĕсемпе çыхăнтаратпăр. Анчах, шел те, кунта та ытти çĕрти пекех мухтанмаллиех çук. Пĕлтĕр, сăмахран, ку тăрăхра икĕ ача çеç çут тĕнчене килнĕ, пурнăçран уйрăлакансем вара вунпĕр хут ытларах – 23 çын.
Ял поселенине пĕтĕмпе сакăр ял пĕрлешнĕ. Пĕтĕмпе 870 кил хуçалăхĕ: вĕсенчен 357-шне дача евĕр кăна усă кураççĕ. Пропискăра тăракансем 1554 çын, вăл шутран ачасем 124, пенсионерсем – 473. Ярмушкасем Пуканкассинче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕртен-пĕр участникĕпе – Виктор Анисимович Анисимовпа – тивĕçлипе мăнаçланаççĕ.
Иртнĕ çул, Леонид Михайлович пĕлтернĕ тăрăх, поселенири çулсене юсассипе, çĕннине сарассипе сахал мар ĕç пурнăçланă: Ярмушкари Çамрăксен тата Шкул, Мăн Элменти Целинная, Авшак Элменти Садовăй, Кушар Юнтапари Тĕп урамсенче.
Ярмушка тăрăхĕнче ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Çакна кил хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх тытассипе вĕсем районта малта пыни те кăтартать – пĕтĕмпе 775 пуç, вĕсенчен сăвакан ĕнесем – 453.
Ку тăрăхри культура, вĕрентÿ, социаллă сферăн ытти учрежденийĕсем лайăх ĕçлесе пыраççĕ...
Анчах та çынсен çивĕч ыйтусем те чылай. Уйкас Юнтапара пурăнакансем, акă, Заречная урама каçма çĕнĕ кĕпер кирли пирки пăшăрханса калаçрĕç.
Обратите внимание: Кушар-Юнтапа ялĕнчи ҫула юсарĕҫ..
«Инкек-мĕн сиксе тухсан, кунта пушар машини те, васкавлă пулăшу та çитеймĕ, – терĕ пĕри те тепри. – Çулне хамăр вăйпа юсакаласа тăратпăр, вак чул сарса хытарсан тем пекехчĕ».Кушар-юнтапасем иртнĕ çул Тĕп урамра çĕкленĕ çул пахалăхĕпе кăмăлсăр.
Пăшăрханусен пысăк пайĕ вара хальхи вăхăтра ял урамĕсене юртан кирлĕ пек тасатса тăманнипе çыхăнчĕ. «Тăкăрлăксенче пачах хырман», «Овражная урама трактор çитмен, кунта ватă çынсем ытларах пурăнаççĕ», «Тĕп урама вĕçне çити тасатмаççĕ»...
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов çул-йĕр ыйтăвне хăйĕн тимлĕхне илме шантарчĕ, вырăнти поселени пуçлăхне ку енĕпе тимлĕрех ĕçлемеллине асăрхаттарчĕ, урамсене юртан тасатассипе килĕшÿ тĕлĕшпе нюанссем пур пулин те, çакă яваплăха чакармалла маррине палăртрĕ.
Кушар-юнтапасем çавăн пекех сăваплă вырăн – масар территорине пысăклатас ыйтăва та çĕклерĕç. Андрей Владимирович ял çыннисене чи малтанах ун чиккинчи çĕрсен пĕлтерĕшĕпе кăсăкланма хушрĕ.
«Хăть эрнере виçĕ кун та пулин Юнтапа тăрăхне автобус çÿретме май çук-ши?» – ыйтрĕç çынсем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку енĕпе перевозчиксемпе канашласа пăхмаллине палăртрĕ.
Кушар Юнтапара пурăнакансем кăçал пысăк ĕçе пуçăнасшăн – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене асăнса пысăк палăк лартасшăн. Ун строительствин тăкакĕсен ытларах пайне республика уйăрнă 100 пин тенке хывĕç, çитмен пайне халăх пĕр шухăшлăн пулса хăйĕнчен пуçтарма килĕшрĕ.
Иртнĕ çул Ярмушка тăрăхĕнче тăватă пушар пулнă, аса илтерчĕ асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ Алексей Иванов. Вăл вут-кăвар кăларакан тĕп сăлтавсене илсе кăтартрĕ, электрооборудованипе, кăмака-плитасемпе тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ, пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе, тĕпрен илсен – çÿп-çап çунтарассипе, кăçал вăя кĕнĕ саккун йĕркисене вуласа пачĕ, пурне те тимлĕ, сыхă пулма ыйтрĕ.
– Тархасшăн, хăвăр укçăр-тенкĕре упрăр! – терĕ полицин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕ Руслан Гафуров та çынсене асăрхануллă пулма ыйтса.
Вăл юлашки вăхăтра мушенниксем пуçтахланса кайнине, халăхăн укçи-тенкине темĕнле те вăрлама хăтланнине пĕлтерчĕ. «Çак кунсенче кăна Хăмăш çынни кунашкал путсĕрсене 10 пин тенкĕ куçарса панă», – терĕ вăл. Çавăнпа та банк карттин даннăйĕсене, уйрăмах ун хыçал енчи виçĕ цифрăна никама та пĕлтерме юраманнине каларĕ. Интернетра, килсерен сутса çÿрекенсенчен тавар туяннă чух асăрхануллă пулма ыйтрĕ.
Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Людмила Редькова кăçалтан тытăма кĕнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов пухăннисене ĕçлĕ калаçушăн тав турĕ, кушар-юнтапасене республикăри программăсене хастартарах хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: Пухусем ирттерни кирлех е Кушар-юнтапасем мĕншĕн пăшăрханаççĕ.