Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхĕ.

Автор: Ильина М.В.

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет, тăххăрмĕш классенче 2021 çула çак пулăма халалланă май ăна паллă тăвассипе çыхăннă уçă уроксем иртрĕç.

Сыхлăх сооруженийĕсем вăрçă вăхăтĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Арçынсем фронтра çапăçнă май вĕсене хĕрсемпе хĕрарăмсен вăйĕпе тунă.

...1941 çулхи кĕркунне фашист çарĕсем Мускав хули патне çывхарсан, масштаблă хÿтĕлев чиккисене тума пуçланă. Сăр хÿтĕлев сооруженийĕ Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай тата Улатăр районĕсенчи ялсем çумĕпе иртсе кайса Чăваш АССР чикки таран тăсăлнă. «Хусан таврашĕ» хÿтĕлев сооруженийĕ вара Мари Эл Республикинчи Звенигово шыв кукринчен пуçланса Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсенчи ялсен çывăхĕпе пырса, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçпе Арапуç ялĕсем урлă Тутарстан чиккине çитнĕ. Тăвай ен территорийĕнче (Тăвай, Мучар ялĕсем урлă) те тунă хÿтĕлев сооруженийĕсене. Чăваш Енре асăннă чикĕсен тăршшĕ 380 километр чухлĕ пулнă, пурĕ 5 миллион кубла метр тăпра кăларнă, хĕçпăшалпа пемелли вырăнсем, окопсем, çĕрпÿртсем нумай тунă, канавсем чавнă. Вĕсене тума пурĕ 171450 рабочи мобилизациленĕ. Кунсерен вăтамран 85 пин çын ĕçленĕ хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвассипе, хушăран ку кăтарту 110 пине çитнĕ. Йĕрке тăрăх 17 çултан çамрăк маррисен, сывă çынсен кăна ĕçлемелле пулнă унта. Анчах тĕрĕссипе çак йывăр ĕçсенче 15—16 çулхи ачасем те, хĕрарăмсем те асапланнă. Талăкра 10 сехет, канмалли кунсемсĕр, выçăллă-тутăллă, 40 градус сивĕре ĕçленĕ, пурĕ 45 кунта тунă çавнашкал хăватлă конструкцине.

Урок вĕçĕнче ачасем Сăр тăрăхĕпе иртекен хӳтĕлев чиккин историне, тăван халăхăмăрăн паттăрлăхне упраса хăварасси пирĕн тивĕç иккене каласа хăварчĕç.

Список новостей

Больше интересных статей здесь: Новости.

Источник статьи: Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхĕ..