Сумлă юбилейпе саламларĕҫ.

Сумлă юбилейпе саламларĕҫ.

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пуканкасси ялĕнче пурăнакан Раиса Семеновна Федорова 90 ҫулхи сумлă юбилей кунне паллă турĕ. Ăна саламлама Пуканкасси ялĕнчи староста Альбина Фомина, Ярмушка ял тăрăхĕн депутачĕ Виктор Анисимов, ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Леонид Слонов ҫитсе ăшă сăмахсемпе саламларĕҫ, вăрăм кун-ҫул, сывлăх сунчĕҫ. Раиса Семеновна «Вăрҫă ачи», «Тыл ĕҫченĕ», репресси витĕр тухнă чăваш хĕрарăмĕ. Ватлăх кунне вăл аслă ывăлĕн ҫемьипе шăкăлтатса пурăнса ирттерет, хăйне телейлĕ туять. Раиса Семеновна ҫамрăк чухнехи, колхозра ĕҫленĕ вăхăта ассăн сывласа аса илчĕ. Паянхи кун ывăлĕ, кинĕ, мăнукĕсем ăна хисеплесе, кăмăлпа пăхса усранăшăн савăнса пĕлтерчĕ. Килнĕ хăнасене те пурне те тав сăмахĕ каларĕ.

Ермошкинское сельское поселение Вурнарского района

Больше интересных статей здесь: Новости.

Источник статьи: Сумлă юбилейпе саламларĕҫ..




Поделиться!