Сывă-и, ачалăх!

Ачасен пысăк пултарулăхне палăртакан фестиваль çулсерен шăпах çак ятпа иртет.

Кăçал та ачасен таланчĕн уявĕ кашни шкул тата хушма пĕлÿ учрежденийĕсен вĕренекенĕсене пуçтарчĕ. Малти вырăна вăл Раççейри наукăпа технологисен çулталăкĕн темине кăларчĕ.

Пухăннисене саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов çакнашкал фестивальсен кирлĕлĕхне, вĕсем ачасен художество пултарулăхне ÿстерме, ытларах та ытларах ачана сценăпа туслаштарма пулăшнине палăртрĕ.

Мĕн тĕрлĕ асамлă номерпе савăнтармарĕç пулĕ ачасем? Ушкăн ертÿçисем уйрăмах ташăсене хывнă çĕнĕ шухăшсем тыткăнларĕç. Районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн ушкăнĕсен, Туçи Мăратри, Кульцаври, Ярмушкари, Кÿстÿмĕрти, Вăрманкасри, Кĕçĕн Кипекри, Çĕрпелти, Вăрман Кипекри шкулсен ташшисем асра юлчĕç. Вĕсенче спортсменсем те, ученăйсем те, тĕрлĕ халăх йăлисем те, паянхи кун сĕмĕсем те курăнчĕç.

Калинино шкулĕн кадечĕсем плацконцертпа чĕресене хумхатрĕç. Вальс ташланă вăхăтра музыка ăнсăртран сÿнчĕ пулин те çухалса каймарĕç вĕсем, вĕçне çитиччен илемлĕ çаврăмсемпе куçсене илĕртрĕç.

Сăвăсем, юрăсем наукăна, космоса, чăвашлăха çĕклерĕç. Чи пысăк ушкăнпа сцена çине Вăрнарти 2-мĕш шкул тухрĕ – ачасен хорĕ пуласлăх юррине шăрантарчĕ.

Тĕрлĕ жанра пĕрлештерекен номерсене пурне те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Фестивале хутшăннисен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç.

Больше интересных статей здесь: Новости.

Источник статьи: Сывă-и, ачалăх!.