Тăванлăх – пурнăçăн никĕсĕ
Тĕрлĕ ăрури çынсем пĕр-пĕрне ăнланса тату пурăннине мĕн çитĕрме пултараççĕ? Çапла вара, этемлĕхĕн чи хаклă тĕнчи – çемье тата тăванлăх çурри – пирки калас килет. Вĕсем çемье вучахне сÿнме памаççĕ, тăванлăха упраççĕ, çавăнпа та ĕçчен те пултаруллă, уçă кăмăллă та сăпайлă пулаççĕ. Ачисене, мăнукĕсене ырра вĕрентеççĕ. Çемьери юратăвпа тимлĕх те иксĕлми, çавăнпа та «Анне, аппа та йăмăк, мăшăр... Эсир пулсан кил-çуртăм ăшă» тесе калаççĕ.
Мария Радаева: ĕмĕр сукмакĕнчи тарăн йĕр
Санарпуçĕнчи ватăсенчен пĕри – Мария Радаева – пурнăç уттинчен юлмасть, ĕмĕр сукмакне малаллах такăрлатать. Унăн ачалăхĕ çĕршывшăн йывăр килнĕ вăрçă тапхăрĕнче иртнĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. 90-мĕш çулсем хыççăн та пĕр самант та ĕçлемесĕр ларасшăн мар. «Вăй-хăват пур чух килте ал усса ларни килĕшмест», – тет вăл. Хăйĕн тăванĕ Антонина Филимонова каланипе, Мария Семеновна паянхи кун та маттурах ара, çурхи ĕçсем тытăнсан пахча-анкартире тăрмашма пуçлать. Вăл çывăх çыннисене питĕ тарават, хапăлласа кĕтсе илет, пĕчченлĕхе пачах туймасть.
Антонина Филимонова: обществăлла ĕçсен хастар çынни
Антонина Филимонова те хăйĕн канура тесе пурнăçа ахаль ирттермест. Вăл çамрăк чухнехи пекех обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсене хавхалантарма пĕлет. Ăна ял старостине тата районти ветерансен Союзĕн председательне суйланă. Антонина Яковлевна нумай çул «Вурнарский» совхозăн профсоюз организацийĕн ертÿçи пулнă, ĕç çыннисен канăвне йĕркелессишĕн тăрăшнă. Ал ĕçĕ тума та, юрлама та ăста, ветерансен районти хорне вуннăмĕш çул çÿрет. Тăван тăрăхра иртекен мероприятисене тăтăшах хутшăнать. Антонина Яковлевна «çутçанталăка упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ» тесе шутлать, тăван тăрăхăн сăн-сăпатне илем кĕртессишĕн ырми-канми вăй хурать, халăх йăли-йĕркисене упрассишĕн тăрăшать. Пурнăç çине шанчăклăн пăхать, ыр пуласлăх çинчен ĕмĕтленет.
Кил йышĕнчи çыхăну тата пулăшу
Антонина Яковлевнăн кинĕсем те хăйĕн пекех маттур. Тĕслĕхрен, аслă ывăлĕн мăшăрĕ – Ирина Юрьевна – «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче бухгалтерта тимлет. Вăл та пĕр хура ĕçрен те хăрамасть, упăшкин тăванĕ Мария Радаева патне пулăшма çÿрет. Ирина Юрьевна хунямăшĕпе те пĕр чĕлхе тупнă, «Йышпа ĕç ăнать» тесе шутлать.
Мария Радаева патне унăн Мачамăшри тăванĕ Раиса Васильева та килсе çÿрет. Палăртмалла, Мария Семеновнăн амăшĕпе Раиса Александровнăн аслашшĕ пĕртăвансем пулнă. Çулсем хыçалах юлса пыраççĕ, çывăх çыннисем те çут тĕнчере çук ĕнтĕ, анчах та тăванлăх туртăмĕ чакман.
Виçĕ ăрури вăйлă çыхăну
Çак виçĕ ăрури хастар çынсем – Мария, Антонина тата Ирина – пĕр-пĕринпе лайăх хутшăнура пулни витĕрех курăнать. Вĕсем кун-çул тилхепине нихăçан та лăнч яман та, ямĕç те. Вĕсен пурнăçĕ «хĕрарăмсем тĕнче тытаççĕ» тесе çирĕппĕн калама май парать.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: Тытса тăтăр ĕмĕрех тăванлăх пире....