Тăрăшсан ĕç ÿсĕнет

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне аграрисем çурхи культурăсене 15761 гектар (79 процент) акнă, çав шутра тĕш тырă – 12283 гектар (94 процент).

Ĕç кăтартăвĕсем татах та ÿсмеллеччĕ, анчах та юлашки кунсенче çумăр çунăран ял хуçалăх машинисем хăшпĕр участоксене кĕреймеççĕ. Уяр кунпа туллин усă курнисем çурхи культурăсене йăлтах акса пĕтернĕ. Хастар ĕçленĕ аграрисем – Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты», «Янгорчино», «Победа», «Броневик», «Знамя», «Хорнзор» кооперативсем, «Санары», «Кольцовка» агрофирмăсем, Алексей Игнатьев, Михаил Максимов, Игорь Ехлаков, Игорь Сергеев, Виталий Яковлев, Николай Герасимов, Игорь Филиппов, Григорий Лукин, Вячеслав Федотов, Андрей Петров, Александр Аврамов, Александр Иванов фермерсен хуçалăхĕсем.

Аш-какай комбиначĕн ĕç планĕ пысăк. Хальхи вăхăтра предприятире тĕшĕлĕх кукуруза акаççĕ. Çак вăхăт тĕлнехи кăтарту – 260 гектар. Пĕтĕмпе вара тĕшĕлĕх кукуруза лаптăкĕ 800 гектар пулмалла. «Юнтапара» горчица, «Знамя» хуçалăхра, Алексей Фадеев фермер хуçалăхĕнче люцерна акассипе тăрăшаççĕ. Вера Дмитриева фермерăн уйĕнче те техника ĕçлет. Кунта сĕлĕ тата 10 гектар акса хăвармалла.

Районĕпе илсен, çĕрулмине 238 гектар лартнă, ку планпа палăртнин 69 проценчĕ. Хăшпĕр хуçалăхсенче ĕçе вĕçленĕ ĕнтĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» «Мураты» кооперативра 120 гектар, «Янгорчинăра» – 42, Александр Аврамов фермер хуçалăхĕнче 10 гектар лартнă.

Валентин Павлов фермер хуçалăхĕн çĕрулми пуссинче ĕç шавĕ илтĕнет-ха. Хальлĕхе çĕрулмине 21 гектар лартнă, планпа 35 гектар кирлĕ. «Агрохмель» агрофирмăн «иккĕмĕш çăкăр» уйĕнче те ĕç пĕтмен. Хуçалăхра çĕрулми 70 гектар йышăнмалла, çак вăхăт тĕлне ял хуçалăх культурине 10 гектар лартнă. Агрофирмăн «симĕс ылтăн» плантацийĕ те пур. Хăмла çеçкисене шпалерласа 15 гектар çакнă. ,ç çыннисем çак ÿсентăран кăçал та вăйлă тухăçпа савăнтарасса шанаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Больше интересных статей здесь: Новости.

Источник статьи: Тăрăшсан ĕç ÿсĕнет.