Коронавирус хăйĕн хаярлăхне кунсерен кăтартать: çĕршывра, çав шутра хамăр республикăра та, медицина асăрхавĕнчи çынсен, чирленисен йышĕ кунсерен хушăнать.
Ытларикун, акă, Чăваш енре тÿрех тăхăр çыннăн, виçĕмкун вара 15 çыннăн, вăл шутра çула çитмен икĕ çамрăкăн, çак чир пуррине тупса палăртнă.
Лару-тăру кунсерен çивĕчленсе пынине кура Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарассипе мерăсене тата та çирĕплетнĕ. Самоизоляци режимне пăсакансем тĕлĕшпе административлă штрафсем йышăннă. Протоколсене халĕ вырăнти влаç органĕсен те çырма ирĕк пур.
Шел те, харпăр хăйне хÿтĕлеме йышăннă мерăсене хăшĕсем шÿт вырăнне хунăн туйăнать. Кашниех чир хăйне лекмест тесе шутлать. Анчах та коронавирус ернисен шучĕ кунсерен пиншер ытла хушăнса пынине кура асăрханмалла пек.
Районта чару мерисене пăхăннине çирĕп тĕрĕслеме тытăнчĕç. Юнкун, акă, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров, полицин Вăрнарти пайĕн ĕçченĕ Руслан Гафуров рейда тухрĕç. Тĕрĕслев вырăнти пасартан пуçланчĕ. Хăшпĕр суту-илÿ точкисем хÿтĕлев мерисене уяманни курăнчĕ. Çавна май ĕç ушкăнĕ предпринимательсемпе сутуçăсене хăйсен лавккисенче 1,5 метрлă дистанцие пăхăнмалли йĕрсем тумаллине çирĕп асăрхаттарчĕ. Апат-çимĕç тата пĕрремĕшле кирлĕ таварсен лавккисенче, аптекăсенче те яваплăх пирки аса илтерчĕç. «Август» паркра ăнсăртран тĕл пулнă çынсене те самоизоляци режимĕн мерисем çирĕппине асăрхаттарчĕç, ăна пăснăшăн штраф хурасси пирки ăнлантарчĕç.
Вăрнар урамĕсемпе утакансене те чарчĕç влаç органĕсенче тимлекенсем: мĕн сăлтавпа урама тухнă? Шел те, хăшĕсем ахаль уçăлса кăна çÿреççĕ.
Коронавирус парăнма шутламан тапхăрта килте ларни вырăнлăрах, паллах. Ĕçе çÿрекенсен çакна ĕнентерекен справка пулмалла. Ыттисен сăлтавсăр тухмалла мар, çывăхри лавккана, аптекăна, çÿп-çап пăрахма, килти чĕрчунсене уçăлтарма тухнисĕр пуçне.
Рейдсем малалла пыраççĕ.
Аслă ÿсĕмри çынсен пăшăрханма кирлĕ мар. Республикăри пекех районта та волонтерсен ушкăнĕ ĕçлет. Вăл чир ерес хăрушлăх пысăк çынсене пулăшать: лавккаран апат-çимĕç туянса парать, эмелсемпе тивĕçтерет... «Килтен тухма юрамасть, эмелсем пĕтсе çитрĕç. Волонтерсем патне шăнкăравларăм та кĕске хушăрах çитерсе пачĕç», – пулăшăва вăхăтра туйнине савăнса пĕлтерчĕ, акă, Малтикас Ялтăрара пурăнакан Нина Парамонова.
Сăмах май, ку ушкăнрисем валли «вĕри лини» телефонĕ ĕçлет: 8(83537)2-75-77 (8 сехетрен тытăнса 19 сехетчен). Пĕрлехи дежурствăпа диспетчер служби – 8(83537) 2-64-67 (19 сехетрен тытăнса ирхи 8 сехетчен). Ялсенче пурăнакансем вырăнти поселение пĕлтерме пултараççĕ, вĕсенче волонтерсем ĕçлеççĕ.
Пĕлтернĕччĕ, районта ятарлă хушуччен массăллă мĕнпур культура, спорт мероприятийĕсене ирттерме чарнă.
Вăрнарти чукун çул станцийĕнче дежурнăй ушкăн кашни кун Мускавран тата Питĕртен поездпа килекен граждансене кĕтсе илет, памяткăсем валеçет. Ытти çĕртен килекен граждансене ял поселенийĕсенче те шута илсе пыраççĕ.
Районта пĕтĕмпе 28 обществăлла апатлану заведенийĕ. Вĕсем хальлĕхе пĕри те ĕçлемеççĕ, 8-че дистанцилле тивĕçтерÿ йĕркеленĕ.
Йăла тивĕçтерĕвĕсен 46 объектĕнчен 30-шĕ хупă. Илем салонĕсем, парикмахерскисем, массаж салонĕ, мунча-саунăсем ĕçле-меççĕ. Фото, тумтир юсассипе тата çĕлессипе, пластик чÿречесем ăсталассипе тивĕçтерÿсем памаççĕ.
МФЦ тивĕçтерÿ тĕсне кура ĕç кунĕсенче (9–17 сехетсенче) малтан çырăннă тăрăх кăна йышăнать. Консультацисене дистанцилле мелпе парать.
Ваккăн суту-илÿ тăвакан 342 предприятирен 118-шĕ ĕçлемеççĕ. 30 предприяти-организацире ĕç-хĕл чарăнман.
«Вăрнар – Шупашкар» тата «Вăрнар – Элĕк» маршрутпа автобуссем тăтăш çÿрессине чарнă. Муниципаллă пĕлтерĕшлĕ маршрутсен расписанине улшăнусем кĕртнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.