Ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Уйкас-Кипек ял тăрăхĕнче Генрих Катрамов поэт-фронтовик ҫуралнăранпа 95 ҫул ҫитнĕ май асăну хăми уҫрĕҫ. - Генрих Яковлевич 1926 ҫулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Вăрман Кипек ялĕнче ҫуралнă. Тăван ял шкулĕнче 7 класс пĕтерсен Канаш районне кĕрекен Ямашри вăтам шкула вĕренме ҫўренĕ. Генрих Катрамов Тăван ҫĕршыва нимĕҫ фашисчĕсенчен хăвăртрах тасатас хавхаланупа 1943 ҫулхи кĕркунне хăй ирĕкĕпе фронта кайма ыйтнă. Шăхасан ҫар комиссариачĕ хушăвĕпе вунҫичĕ ҫулти салтак Вăрнар посĕлокĕ ҫумĕнче вырнаҫнă 359-мĕш запасри стрелковăй полка лекнĕ, унта кĕҫĕн командирсен курсне пĕтернĕ.
Обратите внимание: Каждый фронтовик получает в подарок мобильный телефон со специальным бесплатным тарифом.
Тепĕр темиҫе уйăхран Генрих Катрамов Прибалтика фронтне ҫитнĕ, гварди 53-мĕш стрелковăй дивизин ретĕнче Псков облаҫне тата Латви ҫĕрне фашистсенчен хăтарнă ҫĕрти ҫапăҫусене хутшăннă, «Паттăрлăхшăн» медале тивĕҫнĕ. 1944-мĕш ҫулхи июль уйăхĕн 16-мĕшĕнче Латвири Больвински районĕнчи Землянки ялĕшĕн пынă ҫпăҫура тин ҫеҫ вунсакăр ҫул тултарнă Генрих Катрамов йывăр аманнă хыҫҫăн ĕмĕрлĕхех куҫне хупнă. Ăна Латви ҫĕршывĕнчи Шкилбену вулăсĕнчи Рекова поселок ҫумĕнче пытарнă. Генрих Катрамов фронтра ҫырнă хăш-пĕр сăввисем «Вĕҫлеймен юрăсем» кĕнекере 1973 ҫулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.Тăван ҫĕршыва чунтан юратнă мухтавлă ентешĕмĕрĕн ырă ячĕ яланах пирĕн асăмра урпанĕ…Асăну хăмине уҫнă ҫĕре Ярмушка ял тăрăхĕн специалистне те йыхрав турĕҫ. Лиана Григорьева сăваплă ĕҫе йĕркелесе пыракансене пурнăҫра ăнăҫу, сывлăх сунчĕ. Кипексене пур ҫĕрте те хастар пулнине асăнса хăварчĕ. «Паттăрсем хыпарсăр ҫухалмаҫҫĕ», сăввине каларĕ.
Кивҫурт-Енĕш ялĕнче Степан Илларионович Илларионов Совет Союзĕн геройĕ ячĕпе уҫнă музейра та пулса курчĕҫ.
Ермошкинское сельское поселение Вурнарского района
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: Уйкас-Кипек ял тăрăхĕнче Генрих Катрамов поэт-фронтовик ҫуралнăранпа 95 ҫул ҫитнĕ май асăну хăми уҫрĕҫ..