Шел те, çулталăк çурă ытла пирĕн кулленхи калаçуран «коронавирус» сăмах тухмасть. Хăрушă чир хăйĕн çинчен кунсерен аса илтерсе тăрать% ковид ернĕ çĕнĕ тĕслĕхсем ÿссех пыраççĕ.
Пандеми пуçланнăранпа районта, акă, çĕнĕ коронавируспа 1410 çын чирленĕ. Пысăк пайĕ – кăçал. Уйрăмах июнь (142), июль (236), август (225) уйăхĕсенче кăтартусем пысăк. Сентябрьте (23-мĕшĕ тĕлне) 118 çыннăн ковид пуррине палăртнă.
Шел те, цифрăсем чир нихăш ÿсĕмри çынна та хĕрхенсе тăманнине калаççĕ. Çулталăкченхи ачасене те аптăратать вăл (асăннă дата тĕлне – 12 тĕслĕх). 1–6 çултисем 32-ĕн, 7–14 çултисем – 58-ăн, 15–17 çултисем 21-ен, 18–29 çултисем 96-ăн, 30–49 çултисем 428-ăн, 50–64 çултисем 474-ăн, 65 çултан аслисем 289-ăн чирленĕ.
Район тĕп больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра 184 çын ковидран сипленет, 67-шĕ – больницăра. Пандеми тытăннăранпа медицина асăрхавне (изоляци, карантин) 2627 çын лекнĕ.
Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ çивĕч тăнине пула кăçал та районта тĕп больница тытăмĕнче ковид-центр çавăрма тивнĕ. Пĕтĕмпе 105 çынна сиплемелĕх. Реанимаци вырăнĕсем улттă. Уйăхпа илес пулсан, июльте кунта 235, августра 240 çын сипленнĕ, сентябрьте 192-ĕн больницăна лекнĕ.
Хальхи вăхăтра сиплевре пĕтĕмпе 107 çын, вĕсенчен 57-шĕ – хамăр районтан. 24-шĕ – 60 çултан аслăрах çынсем. Пĕр çыннăн сывлăхĕ уйрăмах йывăр, 7-шĕн йывăр, 93-шĕн вăтам.
Шел те, шурă халатлисем тем пек тăрăшсан та хăшĕсен пурнăçне çăлса хăварма май килмен. Пурте тенĕ пек – 60-тан иртнĕ çынсем.
Çÿлерех асăннă цифрăсем, тĕслĕхсем, паллах, кашнине шухăшлаттарма тивĕç. Пĕр пăхсан, вĕсем пысăк пек туйăнмаççĕ, анчах та кашни кун вуншар çын чирленинче нимĕн те ырри çук.
Ковидпа аптăранисем пĕлеççĕ% вăл мĕнлерех асаплантарнине, сывалсан та чир хăйĕн витĕмне вăраха хăварнине.Вăхăтра вакцинаци тутарнисем тата тутаракансем – чи тĕрĕс шухăшлакансем. Сентябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакан 6568 çын вакцинацие туллин тутарттарнă. 342-шĕ ревакцинаци витĕр те тухнă. Прививкăн пĕр компоненчĕпе 7046 çын укол тутарттарнă.
Аслă ÿсĕмри çынсем уйрăмах тимлĕхре. Районта 60 çултан аслăраххисем 6794-ăн шутланаççĕ. Вĕсен 90 процентне вакцинацилесе чиртен хÿтĕлеме палăртнă. Паянхи куна 40 проценчĕ енне прививка тутарттарнă.
Вакцинаци паян – чиртен сыхланма, ăна çăмăлраххăн ирттерме пулăшакан пĕртен-пĕр тÿлевсĕр мел. Чир вара енчĕксене самаях çÿхетет, çитменнине, вăй-хăвата вăрахлăха чакарать, уйрăмах сисĕмлĕ органсене ытларах айăплать...
Иртнĕ çул пандемие пула шкулсемпе ача сачĕсене дистанци формачĕ çине куçарма тивнĕччĕ. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн те, учительсемшĕн те кансĕррине çирĕплетрĕç. Хăшпĕр регионсенчи шкулсенче чир каллех ку мел патне таврăнма хистенĕ. Республикăра, районта ун пек ан пултăрччĕ тата чире чарас тесен пурин те тăрăшмалла.
Районта вакцинаци тутарма майсем питĕ ансат. Прививка пÿлĕмĕсем тĕп больницăн поликлиникинче тата Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне, ялсене графикпа кунсеренех мобильлĕ бригадăсем тухаççĕ...
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Еще по теме здесь: Новости.