Юсав ыйтăвĕ – пĕрлехи тимлĕхре

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти тĕплĕ юсав ыйтăвĕ республика влаçĕн тимлĕхĕнчех. Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушăвĕпе виçĕмкун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ Алла Салаева ку объектра ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ.

Олег Николаев шкулта пулнăранпа кунти ĕçсем малалла ытла шуни курăнмасть-ха, анчах та вĕсене пурнăçлама мерăсем йышăннă, юсава хăçан вĕçлес тапхăра палăртнă. Хальлĕхе кунта çурт тăррине, фасада, пÿлĕмсене çĕнетессипе, коридорти, путвалти тата ытти хăшпĕр ĕçсем вĕçлемен-ха. ,çлĕ ушкăн классенчи, актовăй залри, столовăйĕнчи юсава пăхса хакларĕ. Шел те, строительсем пахалăх пирки вуçех маннă курăнать – сÿрĕккĕн ĕçлени палăрать. Ытти ыйтупа пĕрлех ачасен апатланăвне те пысăк тимлĕх уйăрмалла, рациона хамăр производительсен çимĕçне кĕртесси, пищеблокри оборудование çĕнетесси тавра калаçу пычĕ.

«Çавра сĕтел» хушшинче пухăннисем тĕплĕ юсав ĕçĕсене хăвăртрах пĕтерме пулăшакан çул-йĕре палăртрĕç. Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх, подрядчикпе контракта пĕр енлĕн татĕç. Кунти ĕçсем вара сахалтан та 5–6 эрнене тăсăлма пултараççĕ. Вĕсене хăвăртлатма хушма вăйсем кирлĕ. Унсăрăн ачасене шкул каллех вăхăтра йышăнаймĕ. Сăмах май, юсав графикне пăснине пула паянхи кун 5–11-мĕш классен дистанци мелĕ çине куçма тивнĕ, кĕçĕннисем пуçламăш шкулта ăс пухаççĕ.

Ларура проектпа смета документацине чылай кирлĕ саманта кĕртменнине палăртрĕç. Ун малтанхи хакне 29 млн та 700 пин тенкĕпе хакланă, подрядчик суммăна 17 процент чакарнă. Перекетленнĕ укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курмаллине асăрхаттарчĕ Алла Салаева. Калаçуран çакă паллă пулчĕ: комплекслă юсав кăçалхипе кăна вĕçленмест-ха, çитес çулсенче пурнăçламалли ĕçсем те пур. Вăл шутра – шкул çумĕнчи стадиона паянхи стандартсене кура йĕркене кĕртесси те.

Паянхи кун ыйтăвĕ, паллах, çивĕчрех – ачасене хăвăртрах парттăсем хушшине ларма пулăшасси. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тихонов районта ку енĕпе оперативлă штаб йĕркеленине, вăл юсав ĕçĕсене куллен тĕрĕслесе тăрассине пĕлтерчĕ. Чи малтан çурта тăрăласа пĕтерессипе тимлĕç. Ку, паллах, тĕрĕс утăм. Мĕншĕн тесен синоптиксем çывăх кунсенче çумăрсем пуласса шантараççĕ. Андрей Владимирович строительство ĕçĕсене тĕрлĕ подряд организацийĕсене явăçтарассине каларĕ. Вăл шутра вырăнти сумлă «Вурнарская» МСО тата «Звездопад» АХО организацисене те.

Влаç представителĕсем ку шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе те тĕл пулчĕç. Алла Салаева лару-тăрăва тĕплĕ ăнлантарчĕ. Халĕ айăплисене шыраса вăхăта ирттермелле маррине, çанă тавăрса ĕçлемеллине палăртрĕ, йышăннă мерăсене уçăмлатрĕ. Ашшĕ-амăшĕн пăшăрханăвĕ республика ертÿçин асăрхавĕнчех пулнине аса илтерчĕ. «Ан пăшăрханăр. Подрядчика бюджетран пĕр пус та тÿлемен», – терĕ Алла Леонидовна пухăннисен «миллионшар тенке сая яни шел» текен шухăшне уçăмлатса. Вăл пухăннисене юсав ĕçĕсемпе хăйсене шкула кĕрсе паллашма ыйтрĕ. Ашшĕ-амăшĕ ку шухăша ырласа йышăнчĕ.

Çамрăк амăшĕсем сумлă хăнана хăйсен тепĕр чун хумханăвне те пĕлтерчĕç. «Район больницин педиатри тата терапи уйрăмĕсенче врачсем сахаллăн ĕçленипе вăрăм черетре тăма тивет», – терĕç вĕсем. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ Вăрнар районĕнче сентябрĕн 20-мĕшне палăртнă тепĕр тĕрĕслевлĕ çÿреве сывлăх сыхлавĕн министрне те чĕнессине, лару-тăрăва вырăнта сÿтсе явассине пĕлтерчĕ.

Вăрнарти 1-мĕш шкулти канашлăва çавăн пекех Чăваш ен Вĕрентÿ министрĕ Сергей Яковлев, Цифра аталанăвĕпе информаци политикин министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова, республикăри Пĕрлехи заказчик службин ертÿçи Александр Андреев, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов, район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов, вырăнти депутатсем, ыттисем хутшăнчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.