Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ярмушкари культура ҫуртӗнче уяв концерчӗ иртнӗ. Вун виҫӗ ар ҫынран йӗркеленнӗ ушкӑн концерт программине Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа лартнӑ. Ертӳҫи Виктор Анисимов, кашни юрӑ, ташӑ умӗн сӑвӑ, шӳтлӗ халапсем каласа куракансен кӑмӑлне тыткӑнланӑ. Александр Ивановпа Виталий Никандров чӑваш халӑх, эстрада юррисене юрласа куракансен кӑмӑлне ҫӗкленӳллӗ туйӑм парнеленӗ. Вениамин Иванов ӑста баянист хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Иван Комаров купӑс ҫинче выляса юрланӑ. Хавасланнӑ куракансем унпа пӗрле юрласа тӑвӑллӑн алӑ ҫупса уяв концертне тата та илемлетнӗ. Дмитрий Тимофеев вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ эстрада юррисемпе юбилярсене, асанне, кукамай, аннесене саламланӑ.
Обратите внимание: В Вурнарах состоялся концерт, посвященный Дню отца.
Виталий Данилов гитарӑпа выляса аннесене халаланӑ юрӑсем юрланӑ. Утмӑл теҫетке урлӑ каҫнӑ Венямин Родионов тутар, цыган ташшине ҫӑмӑллӑн ташласа тӗлӗнтернӗ. Купӑсҫӑсем; Анатолий Александров, Александр Семенов, Виталий Варламов, Иван Комаров, парапанҫă Александр Иванов, шăнкăрма калакан Геннадий Шестаков, баянпа Вениамин Иванов чӑвашсен ташӑ кӗвине вылянӑ. Район депутачӗ Георгий Сорокин пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх вӑрӑм кун-ҫул суннӑ. Культура ҫурчӗн ертӳҫи Надежда Лаврентьева коронавирус пандемине пула санитари правилисене пăхăнса уяв концерчӗсене ҫӳреме чӗнсе каланӑ. Администрацин специалисчӗ Лиана Григорьева администраци, куракансен ячӗпе артистсене тав сӑмахӗ каланӑ. Икӗ сехете яхӑн пынă концерта пӑхса киленнӗ куракансем артистсене ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.Уяв концерчĕ пуш уйăхĕн 6 –мĕшĕнче Кушар-Юнтапа ялĕнчи клубра пулнă. Концерта хутшăннă, Кушар-Юнтапа ялĕнче ҫуралса ўснĕ, Валерий Перепелкин хĕрарăмсене чĕрĕ чечек парнеленĕ.
Ермошкинское сельское поселение Вурнарского района
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: Концерт программине Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа лартнӑ..