Вăрнар районĕ те – стартра

Вăрнар районĕ Пĕтĕм Раççейри массăллă йĕлтĕр чупăвне яланхиллех хастар хутшăнчĕ

Кăçалхи стартсем, паллах, ытти çулхинчен уйрăлса тăчĕç. Пандеми условийĕсене кура «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» программине улшăнусем кĕртрĕç: кĕçĕн классем пĕр кун маларах чупрĕç, 65 çултан аслăраххисен забегĕсене программăран вуçех кăларчĕç. Çанталăкĕ те шăматкун халăх йышлăрах пухăнассинчен хăрарĕ тейĕн, çĕрле пăрлă çумăр çунипе çул-йĕр условийĕсем самай япăхланнăран чылай шкул команди Вăрнара тухассинчен тытăнса тăчĕç.

Йĕркелÿ комитечĕн те ир-ирех пуçа ватма – трассăна çĕнĕрен йĕркене кĕртме – тиврĕ.

Апла пулин те «Раççей йĕлтĕр йĕрне» пухăннисен кăмăлне нимĕн те пусăрăнтарманни курăнчĕ. Ăмăрту пуçланиччен нумайăшĕ чупу йĕрне тĕрĕслерĕ.

Вĕсен чунĕсене пысăк пуçлăхсем саламлани те хăпартлантарчĕ.

Обратите внимание: Вăрнарти заводра – Никарагуа посолĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, Чăваш Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, Чăваш ен çутçанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев, ĕçлев министрĕн заместителĕ Александр Колесников, культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова, район пуçлăхĕ Владимир Яковлев спорт тусĕсем çакнашкал массăллă ăмăртусемсĕр тунсăхланине палăртрĕç, чупуран савăк кăмăл кăна илме, дистанцие çăмăллăн тухма ăнăçу сунчĕç, вăрнарсене спорт аталанăвĕ енĕпе пурнăçланакан наци проекчĕсен («Демографи», «Спорт – пурнăç норми») кăтартăвĕсене пурнăçлассипе тĕллевлĕн ĕçленĕшĕн тав турĕç.

Вĕсем хăйсем те ырă тĕслĕх кăтартса старта тухрĕç. VIP-чупăва пуринчен малтан район пуçлăхĕ Владимир Яковлев вĕçлерĕ, унран темиçе çеккунт кăна юлса Сергей Павлов депутат çитрĕ.

Кашни ÿсĕмрех кăçал йĕлтĕр тусĕсем пĕрер километр чупрĕç. Ку дистанци нумайăшĕшĕн çав тери çăмăл пулчĕ. Çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине хăпарма Николай Афанасьев, Сергей Кисилев, Александр Романов, Роман Егоров, Людмила Васильева (Вăрнар), Александра Ермошкина (Хапăс), Эльвира Романова, Людмила Васильева (больница), Владимир Тикинев (Вăрманкас), Глеб Хундяков, Екатерина Леонтьева (1-мĕш шкул), Мария Ефремова (2-мĕш шкул), Данил Тикинев, Мария Гусева, Анастасия Тикинева (Хапăс), Владислав Тимофеев (Кульцав), Оля Скворцова (Аçăмçырми), Алексей Афанасьев (Ярмушка), Максим Волков (Туçи Çармăс), Дмитрий Трофимов («Звездопад»), Галина Павлова (ял хуçалăх техникумĕ), Эльвира Чугунова (Кÿстÿмĕр шкулĕ) тивĕçрĕç, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» статуэткине илме пултарчĕç. Призерсене пурне те массăллă чупăвăн символикиллĕ пухчисемпе, медаль-грамотăпа чысларĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Больше интересных статей здесь: Новости.

Источник статьи: Вăрнар районĕ те – стартра.




Поделиться!