Хĕвел кунран-кун çÿлерех те çÿлерех хăпарса пырать. Сисместпĕр те – çурхи кунсем те çитсе тăрĕç.
Ку тапхăр уйрăмах çĕр ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ. Вĕсем ака тăвасси тар тăкмасăр пулмассине аван пĕлеççĕ. Çавăнпа та çурхи ĕçсене тимлесех хатĕрленеççĕ.
Районти хуçалăхсенче, акă, хальхи вăхăтра çурхисем валли вăрлăх хатĕрлес, минераллă удобренисем тата çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас ĕç пырать. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн даннăйĕсем тăрăх, 2901,3 тонна вăрлăхăн кондицилĕхне тĕрĕсленĕ, 82 проценчĕ е 2371,3 тонни акма юрăхлă пулнине палăртнă. Минераллă удобренисене кирлинчен 55 процент ытларах кÿрсе килнĕ. Ку енĕпе ĕç малалла пырать.
Ку пай специалисчĕсем анчахрах «Мураты» хуçалăхра пулнă. Ытти çĕрти пекех кунта та çураки умĕн хĕрсех ĕçлеççĕ. Кооперативра тимлекенсем халĕ тырра алласа-тасатса ака кондицине çитерессипе тăрăшнисĕр пуçне сутлăх çĕрулми те суйлаççĕ.
Ыранхи ĕç пирки паянах шутлаççĕ çăкаллă-явăшсем. Çуракине кунта икĕ çĕнĕ «Беларус» тата электричествăпа ĕçлекен погрузчик хутшăнĕç.
Районта кăçал ака лаптăкĕ 30780 гектарпа танлашĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: Ыранхи ĕç пирки паянах шутлаççĕ.