Автор: Кириллова Н.В. Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе Эс – чун пахи, эс – чун уççи. Тăван чĕлхе – ĕмĕрлĕхе Пин чĕлхерен чи çепĕççи (Титова О.) Чăваш чĕлхи – чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри. Пирĕн халăх паянхи кунччен тăван чĕлхене‚ юрăсене‚ йăла-йĕркесене упраса хăварма пултарнă. Г. Н. Волков академик: "Чĕлхе вăл – культура. Чĕлхе пулăшнипе халăх пуянлăхĕ тăван культурăна куçать. Чăваш сăмахĕ – чун-чĕре пуянлăхĕ‚ кăмăл тĕнчин илемĕ”‚ – тенĕ. Тăван чĕлхере пирĕн пуçламăшĕн пуçламăшĕ упранать. Анне – пĕрре‚ тăван чĕлхе те пĕрре. Чăваш чĕлхи анне сĕчĕ пек‚ вăл – чĕре варринче. Анне пире пурнăç парнелерĕ пулсан‚чĕлхе пĕлÿ тĕнчине çул уçрĕ. И.Я. Яковлев просветителĕн "Вырăс чĕлхи тăван чĕлхе вырăнне мар‚ тăван чĕлхепе пĕрле”‚ " Икĕ чĕлхе – икĕ ăс” халалĕсем халăх каларăшне çаврăнчĕç. Обратите внимание: Ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци иртет. "Чăваш чĕлхи – халăх ăсĕ. Вăл аваллăхпа пĕлĕвĕн таса çăлкуçĕ. Тăван чĕлхепепичетленнĕ Турă кĕнеки пур халăх çĕр çинчен çухалмасть”‚ – тенĕ хăй вĕренекенĕсене И. Я. Яковлев. Пирĕн чăвашла тĕн кĕнекисем пур. Ырă шухăшлă кĕнекесем тĕрĕслĕхе уйăрса илме тата пурнăçа вĕрентеççĕ. Тăван сăмах – халăх чунĕ. Ачана тăван чĕлхене вĕрентмесен ун чунне тискеррĕн вĕлеретĕн. Авалхи халăхсем хăйсен чĕлхисене упраса хăварма тăрăшнă. Амăшĕн чĕлхине йышăнман çын хăйĕн ашшĕ-амăшне те‚ тăван ялне те юратмасть‚ чăваш халăхĕпе çĕршывăма та хисеплемест тенĕ. Мăн асаттесен чĕри витĕр тухнă‚ пирĕн этноса упрама пулăшнă еткерлĕхе малалла тăсасчĕ. Халăх йăли-йĕрки – пирĕн тымар. Çирĕп тымарлă йывăç вара ĕмĕр тăрать. Йăла-йĕркене упраса хăварсан пирĕн чĕлхе те "сывă” юлĕ. |
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ..