Фото Автор: Кириллова Н.В. 2021 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Унта кашни чǎваш чунлǎ çын хутшǎнчĕ. Ǎна Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнинехалалланă. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Обратите внимание: Ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – тĕнчери тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтересси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси. Диктант текстне паллă чăваш çыравçи Юхма Мишшин «Ылтăн кĕнеке» хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ. Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие кǎмǎлтан хутшǎнчĕç. Çак акцие хутшǎнни чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май тупса парать, пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел пулса тǎрать. Вĕсене пурне те тав тăватпăр, лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр! |
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021» акци иртрĕ..