Фото Автор: Дмитриева В.Т. Чăваш çырулăхĕн никĕсне хывакан И.Я.Яковлев «Чăвашăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ» - тенĕ. Чăваш чĕлхи кунне халалласа пирĕн шкулта «Илемлĕ чăваш тĕрри» курав иртрĕ. Кунта Николаева Ольга Николаевна ĕçĕсене курма пулать. Вăл тухъя, хушпу, масмак ăсталама ăста. Обратите внимание: Ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци иртет. Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхсенчен пĕри-тĕрĕ эрешĕ. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама та çук пуян. Ачасем чăваш тĕрри çинчен çĕннине нумай пĕлчĕç. Вĕсем тĕрĕ вăрттăнлăхĕсем, чăваш тĕррин хăйне евĕрлĕхĕсем çинчен аса илсе çирĕплетсе хăварчĕç. |
Больше интересных статей здесь: Новости.
Источник статьи: «Илемлĕ чăваш тĕрри» курав..